Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Роботпа та ĕçлеççĕ, тракторпа та çÿреççĕ

Сентябрĕн 1-мĕшĕнчен районти вĕренÿ учрежденийĕсем тепĕр хут ача сассипе тулчĕç. Вĕренекенсене унчченхилле ирĕклĕн чупса çÿреме чарнă пулин те шкулсенче пурнăç вĕресе тăни çав-çавах сисĕнет-ха. Ку хутĕнче Юнтапа тăрăхне ĕçлĕ çул çÿревпе тухнă май шкула та кĕрсе курас килчĕ. Ачасен сывлăхĕпе пурнăçне нимĕнрен мала хунине шкула кĕнĕ чухнех сисрĕм. Килен-каяна хăрушсăрлăх йĕркисене тĕпе хурса маска тăхăнма сĕннĕ. Пуринне те кĕлетке температурине виçессине йĕркеленĕ. Алăсене дезинфекцилемесĕр те шкула иртме ирĕк памаççĕ. Уроксем çуккипе усă курса Альберт Кондратьев шкул директорĕ кĕтсе илет-ха мана.

- Çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленсе Роспотребнадзор сĕнĕвĕсене пĕтĕмĕшле пурнăçларăмăр. Классенче сывлăша тасатакан рециркуляторсем вырнаçтарнă, дозаторсемпе тивĕçтернĕ. Уроксем кашни класăн уйрăм расписанийĕпе иртеççĕ, - калаçу пуçламăшĕнчех палăртать вăл. 2020-2021 вĕренÿ çулĕнче Юнтапари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта 14 ача шкул сукмакне такăрлатма пуçланă. Пĕчĕкскерсене Надежда Адиковна Кузнецова хăйĕн хÿттине илнĕ. Паян кунта 163 ача пĕлÿ илет.

Ертÿçĕре 22 çул тăрăшакан Альберт Петрович пĕлтернĕ тăрăх, ытти шкулсенчи пек кадрсен ыйтăвĕ çивĕч мар-ха. Ĕçе çамрăксене явăçтарассине тĕпе хурать вăл. Виçĕ çул каялла технологи урокĕсене ертсе пыма çамрăк вĕрентекене ĕçе илнĕ.  Алена Ермолаева педагог кÿршĕллĕ Вăрнар районĕнчен килсе çÿрет.

Вĕренÿ тытăмĕнче çĕнĕлле ĕçлессине, çитĕнекен ăрăва паянхи пурнăç ыйтнă пек тĕрлĕ енлĕ аталантарассине тĕпе хураççĕ шкулта.

- Чи малтанах хамăрăн вĕренекенсене калаçу чĕлхине аталантарма, хăйсене çынсем хушшинче тивĕçлипе тытма хăнăхтаратпăр. Вĕсенче Тăван çĕршыва юратассипе çыхăннă тата патриотизм туйăмĕсене вăратма тăрăшатпăр. Çак ĕçре пире Пĕтĕм Раççейри «Юнарми» юхăма йĕркелени пысăк пулăшу кÿрет. 5-9-мĕш классенче вĕренекен мĕнпур ачана асăннă юхăма илнĕ те. Çавăн пекех  «Герой парти» акци йĕркелесе ирттерессине те йăлана кĕртрĕмĕр. Асăннă акци вăхăтĕнче Юнтапа шкулĕнче пĕлÿ илнĕ, çар тивĕçне пурнăçланă май Чечен вăрçине хутшăннă, пĕр хĕрÿ çапăçура йывăр аманса пурнăçран вăхăтсăр уйрăлнă, вилнĕ хыççăн «Паттăрлăх» орденĕпе чысланă Алексей Иванов çинчен каласа паратпăр. Çавăн пекех Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче палăрнă ентешсем те çитĕнекен ăру асĕнчех. Вăрçă ветеранĕсене асăнса лартнă палăк шкул территорийĕнчех вырнаçнăран ăна пăхса тăрассине хамăр çине илнĕ. Кунсăр пуçне «Çамрăк инспекторсем» юхăм та пирĕн шкулта лайăх ĕçлет. Çакă тĕрлĕ ÿсĕмри ачана пĕр ушкăна пĕрлештерет. Аслă классенче вĕренекенсем кĕçĕннисене çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн йĕркисемпе паллаштараççĕ. Çакă вара темиçе çулах ĕнтĕ аслисенчен кĕçĕннисене куçса пырать, - калаçăвне малалла тăсать Альберт Петрович. Юнтапари çамрăк инспекторсене вара Элĕкре çеç мар, республикăра та пĕлеççĕ. Тĕрлĕ конкурс-ăмăртура вĕсем пĕрре мар çĕнтерÿçĕсен йышне лекнĕ. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче те Кубока тивĕçнĕччĕ вĕсем.

Пĕлтĕр кунта цифрăпа гуманитари профилĕсен «Ÿсĕм вырăнĕ» вĕренÿ Центрĕ ĕçлеме пуçларĕ. Ăна «Вĕренÿ» наци проекчĕн «Паянхи шкул» федераци проекчĕпе килĕшÿллĕн уçрĕç. Çĕнелнĕ классенче, паянхи йышши технологисемпе усă курса технологи, информатика тата ОБЖ урокĕсем иртеççĕ. Коронавирус пандемийипе лару-тăру улшăнсан пĕлтĕрхи пекех уроксем хыççăн шахматла выляма юратакан тата робототехникăпа кăсăкланакан ачасем те çÿреме пуçлаççĕ унта. Асăннă центрта вĕренÿре епле ĕлкĕрсе пынине, ăçта пурăннине, мĕнле социаллă статусра пулнине пăхмасăрах ăс-хакăлне ÿстерме пултараççĕ. Пĕр сăмахпа каласан, «Ÿсĕм вырăнĕ» Центр шкулăн обществăлла пурнăçĕн тĕп шăнăрĕ пулса тăнă тесен те йăнăш мар.

Юнтапасем яла валли специалистсем хатĕрлес ĕç çине те пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Вунă çул ĕнтĕ механизаторсене вĕрентсе хатĕрлеççĕ. Çулсеренех вунна яхăн çамрăк аттестатпа пĕрле алла трактор правине те илет.  Тĕрлĕ йышши тракторпа çÿреме вĕренес тĕллевлĕ çамрăксене ытти çĕртен те йышăнаççĕ. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче, сăмахран, трактор правине çичĕ çамрăк алла илнĕ. Вĕсен йышĕнче хулара пурăнакан, çу кунĕсене Юнтапа тăрăхĕнчи Анаткас Сурăмра кукашшĕ-кукамăшĕ патĕнче ирттерекен пĕр хĕрача та пулнă.

А.П.Кондратьевпа калаçнă май çĕнĕ вĕренÿ çулĕнчен кĕçĕн классене вĕри апатпа тивĕçтерессипе çыхăннă ыйтăва мĕнле пурнăçа кĕртнипе те кăсăкланатăп.

- Ку ыйтăва татса парассипе нимĕнле йывăрлăх та сиксе тухман. Çĕнĕлĕх пурнăçа кĕрессине пĕлтерсен ашшĕ-амăшĕпе калаçса илнĕ. Ачасен çывăх çыннисем сĕннипе 1-4-мĕш классенче вĕренекен 54 ачана кăнтăрлахи апата тÿлевсĕр çитерме йышăннă. Кăнтăрлахи апат вĕсемшĕн 53 тенкĕпе танлашать. Асăннă суммăн ытларах пайĕ федераци бюджетĕнчен килет пулсан, юлашкине вырăнти боджетран саплаштараççĕ, - ăнлантарать Альберт Петрович. Çавăн пекех саккунпа килĕшÿллĕн сывлăх енчен ыттисенчен уйрăлса тăракан 8 ача та апатланнă чухне хăйне евĕрлĕ çăмăллăха тивĕçет. Виçĕ е ытларах ачаллă, йывăр лару-тăрури пурăнакан çемьесенче ÿсекен вĕренекенсене те ку енĕпе тимлĕхсĕр хăвармаççĕ.

Юнтапа шкулĕнче районти ытти вĕренÿ учрежденийĕсемпе танлаштарсан, тепĕр уйрăмлăх та пур-ха.  Юнтапа ял тăрăхĕнче пурнăçри тĕрлĕ сăлтавсене пула ашшĕ-амăшĕн тимлĕхĕсĕр юлнă ачасене чун ăшшине парнеленĕ çемьесем уйрăмах йышлă. Асăннă çемьесенчи шкул ÿсĕмне çитнисем вара вырăнти вĕренÿ учрежденийĕнчех ăс-хакăлне ÿстереççĕ. Паянхи куна кунта çĕнĕрен çемье ăшшине тупнă 24 ача пĕлÿ илет. Чи пĕлтерĕшли - шкул ачисем хушшинче усрав ачасене никам та кÿрентерменни.

Эльвира КУЗЬМИНА.



08 сентября 2020
13:12
Поделиться