Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Вырăнти артистсем пултарулăхĕпе савăнтарнă

Иртнĕ вырсарникун Раççейре Нефтяник кунне паллă турĕç. Вăл кашни çулах сентябрĕн пĕрремĕш вырсарникунĕнче килет. Çак уяв лабораторире, çĕр чавакансен, коммуникаци тăрпине хуракансен, инженерсемпе проектировщиксен ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă. Çĕр айĕнчен усăллă япаласем чавса кăларакансем те ку уява хутшăнаççĕ. Газ промышленноçĕн ĕçченĕсене те пырса тивет вăл. Уявăн тĕллевĕ - газпа нефть промышленноçĕн ĕçченĕсене вĕсен ĕçĕсемшĕн тав тăвасси тата çак отрасльсем çĕршыв экономикинче кирлĕ пулнине палăртасси. Кăçалхипе вăл 40-мĕш хут иртрĕ ĕнтĕ. 

Асăннă професси уявне çулсеренех паллă  тăвасси Ехремкасси ял тăрăхĕнче пурăнакансен ырă йăлана кĕнĕ. Пĕчĕк Карачура ялĕнче Онуфриевсен асамлă кил картишĕнче иртрĕ те вăл. Лидия Онуфриева газ отраслĕнче 35 çул вăй хунă. Çавна май вăл кашни çулах ял-йыша тата кÿршĕ ялсенче пурăнакансене хăй патĕнче пуçтарать. Ĕçтешĕсене, юлташĕсене парнесем парса савăнтарать, тулли кĕрекере савăнăçлă уяв йĕркелеме май туса парать. Унпа пĕрлех концертне те анлă йĕркелеççĕ хастарсем. Юманлăхсем ырă кăмăллă та ĕçчен, хисеплĕ Лидия Алексеевнăна сума сăваççĕ.

Уяв ячĕпе саламлама хĕвеллĕ Чăваш Енĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчен те килеççĕ. Хальхинче те хăнасем Патăрьел, Елчĕк, Шупашкар, Çĕрпÿ районĕсенчен çитнĕ. Санкт-Петербургри Çар академийĕнче вĕренекен Александр та (Лидия Алексеевна ку каччăна пулăшса пынă) уявпа ăшшăн саламлама çитнĕ.

Уявра чи пысăк та хаклă парне яланах юрă-ташă, сума суни пулнине никамах та хирĕçлемĕ ĕнтĕ. Мĕнле уяв-ха вăл юрă-ташă пулмасан? Çакна тĕпе хурса Юманлăх салинчи «Çăлкуç» пултарулăх ушкăнĕ уяв концерчĕ парнеленĕ. Ехремкасси ял тăрăхĕ те Лидия Онуфриевăн пуçарулăхне, унăн пархатарлă ĕçĕсене пурнăçлама пулăшса тăрать, вырăнти культурăна аталантарнишĕн тав тăвать. Газ промышленноçĕнче вăй хунисене: Анастасия Терентьевăна, Геннадий Данилова та чысласа саламланă çав кун.

А.КИРИЛЛИНА.      



08 сентября 2020
13:12
Поделиться