Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Больницăра та пысăк юсав ĕçĕсем иртмелле

Коронавирус çынсен ĕç-хĕлĕпе пурнăçне пысăк улшăнусем кĕртрĕ-ха. Ку енĕпе уйрăмах пысăк яваплăх район больницин пуçламăш звени çине тиенчĕ. Сиплев учрежденийĕн тĕп врачĕ Валерий Егоров палăртнă тăрăх, тухтăрсем те, медицина сестрисем те çак чир çулне пÿлес тĕлĕшпе хăйсенчен мĕн килнине пĕтĕмĕшле пурнăçланă. Чирлисене вăхăтра тупса палăртса тивĕçлĕ медицина пулăшăвĕ панă.  Вĕсене Етĕрнери тата Шупашкарти васкавлă пулăшу паракан больницăсене, ветерансен госпитальне ăсатнă. COVID-19 чир сарăлнă вăхăтра районти медицина ĕçченĕсене хÿтлĕх хатĕрĕсемпе туллин тивĕçтерни те пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртать Валерий Геннадьевич.

Коронавирус чирĕ сарăлассипе республикăра, вăл шутра Элĕк районĕнче те, лару-тăру лайăхланнă пулин те çав-çавах тимлĕхе çухатмаççĕ сиплев учрежденийĕнче. Чир палли пур çынсене валли ыттисенчен уйрăм алăкпа кĕрсе çÿреме майсем туса панă. Çавăн пекех район çыннисем ыйтнипе кăмăл пуррисене асăннă амакран тĕрĕсленме тест илессине йĕркеленĕ. Эрнесерен ытларикунпа кĕçнерникун анализсем илеççĕ. Паллах, ку процедура тÿлевлĕ. 

- Иртнĕ эрнере районти мĕнпур сиплев учрежденийĕ унчченхи йăлана кĕнĕ йĕркепех ĕçлеме пуçларĕ. Чирлисене йышăннипе пĕрлех медицина тĕрĕслевĕсем иртеççĕ. Тĕрлĕ ÿсĕмрисене валли диспансеризаци ирттерессине те йĕркеленĕ. Çавăн пекех вăраха кайнă чирсемпе больницăрах выртса сипленмелли уйрăмсем те чирлисене йышăнма пуçланă ĕнтĕ. Кăнтăрлахи уйрăмсем те ĕçлеççĕ, - ĕç-хĕлпе паллаштарать район больницин тĕп тухтăрĕ В.Егоров.

Хĕрарăмсен кăкăр чирĕсене çийĕнчех тупса палăртма, вăхăтра тивĕçлĕ медицина пулăшăвĕ пама Шупашкарти онкологи диспансерĕнчен черетлĕ хут маммограф чĕнсе илнĕ. Сентябрĕн 7-мĕшĕнчен пуçласа икĕ эрне Элĕк район больницинче ĕçлет-ха вăл. Палăртнă ÿсĕме çитнисем тÿлевсĕрех усă курма пултараççĕ унпа.

Ватлăх çулĕсене тата тĕрлĕ чир-чĕре пула килтен тухса çÿрейменнисем те медицина пулăшăвĕсĕр юлмĕç. Графикпа килĕшÿллĕн мобильлĕ ФАПпа тухтăрсем ялтан-яла çитессине йĕркеленĕ.

- Иртнĕ кунсенче районти сиплев учрежденине Чăваш Республикин Сыв-лăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов килсе кайрĕ. Ĕç коллективĕпе тĕл пулнă май çитес тапхăрта больницăра туса ирттермелли ĕçсене те тишкертĕмĕр. Медицина учрежденийĕнче хутса ăшăтмалли котельнăя тĕпренех çĕнĕрен тăвас ыйтăва темиçе çул каяллах хускатнăччĕ. Халĕ ку енĕпе тинех ыйту татăлчĕ. Çĕнĕ котельнăй тума Сывлăх сыхлавĕн министерстви укçа уйăрса панă. Çитес кунсенче строительство ĕçĕсене мĕнле подряд организацийĕ пурнăçлассине палăртассипе конкурс иртмелле. Котельнăй çуртне ноябрь уйăхĕсенче хута яма палăртатпăр. Паллах, унччен медицина ĕçченĕ-сем те, чирлисем те сивĕ пÿлĕмсенче лармĕç. Кивĕ котельнăйпах çуртсене хутса ăшăтăпăр. Çĕннине пĕтĕмĕшле туса пĕтерсен кăна ĕçе ярăпăр, - çитес тапхăрта туса ирттермелли чи пысăк ĕç çинче чарăнса тăчĕ тĕп врач.

Çавăн пекех хĕле кĕриччен поликлиникăра, стационарта, инфекци уйрăмĕнче унччен улăштармасăр юлнă йывăç кантăксене пластикпа ылмаштарĕç. Çакна валли те республикăран укçа килнĕ ĕнтĕ.

Валерий Геннадьевич пĕлтернĕ тăрăх, районти тĕп больница тахçанах капиталлă юсав ĕçĕсене кĕтет. Асăннă ĕçсене тума проектпа смета докуменчĕсене хатĕрлемелле. Ку енĕпе сиплев учрежденийĕн укçа-тенкĕ тĕлĕшĕнчен сахал мар тăкакланма тивет иккен. Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Элĕк ене килсен ку ыйтăва татса панă. Ведомство ертÿçи проект хатĕрлеме министерствăран укçа-тенкĕ уйăрса пама шантарнă. Эппин, çитес çулсенче ку ыйту тивĕçлипе татăлас шанчăк пуррине те систерет халĕ ертÿçĕ. Чăваш Республикин социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн Комплекслă программипе килĕшÿллĕн сиплев учрежденийĕн мĕнпур уйрăмĕнче пысăк юсав ĕçĕсем ирттерессине плана кĕртсе хăварнă та ĕнтĕ. Кунпа пĕрлех 2021-2024 çулсенче Тенире, Вырăс Сурăмĕнче тата Кивуйра паянхи пурнăç ыйтнă пек çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕсем хута каймалла.

- Нумаях пулмасть район больницин техникăпа пурлăх никĕсне те пуянлатма май килчĕ. Реанимаци уйрăмне 1 млн та 700 пин тенкĕ ытла тăракан ÿпкене искусствăлла майпа сывлаттармалли çĕнĕ аппаратпа тивĕçтерчĕç. Асăннă техника ачасене те, аслăрах ÿсĕмрисене те вăхăтра пулăшу кÿме май парать. Унпа тухтăрсем реанимаци уйрăмĕнче те, операцисем тунă вăхăтра та усă курма пултараççĕ, - çĕнĕ техникăпа паллаштарчĕ Валентина Майорова анестезиолог.

Район больницин тĕп врачĕ Валерий Егоров калаçăва вĕçленĕ май Элĕк ен çыннисене коронавирус чирĕнчен сыхланасси çине çав-çавах пысăк тимлĕх уйăрма сĕнчĕ. Вăхăтра флюорографи тăмаллине асăрхаттарчĕ. Район çыннисенчен чылайăшĕ çакăн çине тимлĕх уйăрманнине, çавна пулах ÿпке чирĕсем вăраха кайнине пăшăрханса палăртрĕ. Çанталăк сивĕтсе пынă май грипп, сывлăш çулĕсем урлă ерекен ытти инфекци чирĕсем сарăласси ÿссе пынине каларĕ. Çавăнпа та вĕсенчен сыхланас тĕлĕшпе прививка тутармаллине асăрхаттарчĕ. Ку енĕпе район больницинче ĕçлеме пуçланă, сиплев учрежденине ачасемпе аслăрах ÿсĕмрисене валли 2600 вакцина килнĕ. Кăмăл пуррисене больницăра тÿлевсĕрех прививка тăваççĕ.

 Эльвира КУЗЬМИНА.

 



12 сентября 2020
10:06
Поделиться