Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ачасемпе мăнуксен малашлăхĕшĕн сасăларăмăр

Суйлав тапхăрĕнче çынсене хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес, коронавирус пандемийи сарăлассинчен асăрхаттарас тĕлĕшпе ĕнтĕ регионсенчи губернаторсене тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенчи депутатсене суйлассипе çыхăннă сасăлава виçĕ кунра ирттерме палăртнăччĕ. Унпа килĕшÿллĕн сентябрĕн 11-мĕшĕпе 12-мĕшĕнче Раççей шайĕнчех малтанхи сасăлав кунĕсем иртрĕç.

Асăннă ĕçе йĕркелесе ирттерме пур çĕрте те тивĕçлипех хатĕрленнĕ. Чи малтанах хăрушсăрлăх çине пысăк тимлĕх уйăрнă. Районти полици пайĕн начальникĕ Геннадий Лаврентьев пĕлтернĕ тăрăх, малтанхи сасăлав кунĕсем пуçланиччен районти 39 участокра та кинологи служби йытăпах тĕрĕслевсем ирттернĕ. Сентябрĕн 10-мĕшĕнче пуçласа суйлав бюллетенĕсене участоксене илсе çитерсенех полици сотрудникĕсем хурал йĕркеленĕ. Асăннă ĕçе районти право хуралĕн ĕçченĕсемпе пĕрле Шупашкарти йĕркелĕх хуралçисене явăçтарма тивнĕ. Пĕтĕмпе виçĕ кун хушшинче Элĕк районĕнчи участоксенче 140 полици сотрудникĕ йĕркелĕхе сыхланă.

Çĕршывшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçрен районти пушар хуралĕн ĕçченĕсем те аякра тăрса юлман. Вĕсем те сасăлав кунĕсем пуçланиччен суйлав участокĕсем пушар хăрушсăрлăхне мĕнле тивĕçтернине, вут-çулăм çулне пÿлмелли хатĕрсем пуррипе çуккине тĕрĕсленĕ. Ку тĕлĕшпе те ÿпкелешÿсем пулман участоксенче.

Коронавирус чирĕ сарăлассинчен асăрханас тĕлĕшпе  хÿтлĕх хатĕрĕсемпе те çителĕклĕ тивĕçтернĕ участоксенче. Çынсене маскăсем тата перчеткесем парассине йĕркеленĕ. Суйлав участокĕсене сасăлава килекенсен кĕлетке температурине виçме, алла дезинфекцилеме уйрăм çынсене тăратнă.

(Тĕплĕнрех хаçатăн 70-мĕш номерĕнче вуласа пĕлме пулать.)

 



15 сентября 2020
09:30
Поделиться