Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

ЭЛĔК РАЙОН ÇЫННИСЕМ ЧĂВАШ ЕН ПУÇЛĂХĔН ÇЫРĂВНЕ ТИШКЕРЕÇÇĔ:

Элĕк район çыннисем Чăваш Ен Пуçлăхĕн Çырăвне тишкереççĕ:

Февралĕн 2-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев пĕрремĕш хут Чăваш Республикин Патшалăх Канашне Çырупа тухрĕ. Кунта Олег Алексеевич республика аталанăвĕн программипе килĕшỹллĕн çынсен пурнăçне лайăхлатмалли çул-йĕр çинчен каларĕ. Çак тĕллевпе малашнехи пилĕк çул валли хатĕрлесе çирĕплетнĕ комплекслă программăна пурнăçламалли тĕллевсене çивĕчлетрĕ, Правительствăн, Патшалăх Канашĕн, çавăн пекех вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен хальхи вăхăтри тата малашнехи тĕп тĕллевĕсене палăртрĕ.

Людмила Семенова, район администрацийĕн социаллă аталану, культура тата архив ĕçĕсен секторĕн заведующийĕ:

- Республика Пуçлăхĕ Патшалăх Канашне янă Çырура пĕлтерĕшлĕ чылай тĕллеве палăртрĕ. Вăл шутра культура ĕçĕ-хĕлĕн пысăк ĕçĕсене те асăнчĕ, тĕллевсене асăнчĕ. Иртнĕ çул Чăваш автономи облаçĕ йĕркеленнĕренпе 100 çул çитнине халалласа Чăваш Енре мероприятисемпе ĕçсем те нумай пулса иртрĕç. Хальхи вăхăтра та культура тытăмĕнче пысăк ĕçсем тума палăртатпăр. Культура çурчĕсем çĕнелеççĕ, çирĕпленеççĕ. Анчах та кадрсен ыйтăвĕ çав-çавах çивĕч тăрать-ха. Çакăн çине Çырура Олег Алексеевич тимлĕх уйăрчĕ те. Çавăнпа та регион Пуçлăхĕ ума лартнă тĕллевсене пурнăçлама ялсенчи культура учрежденийĕсене çамрăксене явăçтарма тата вĕсене ĕçлеме кăмăл пултăр тесен инновацилле культура тытăмĕ тума тăрăшмалла. Унсăр пуçне клубсенче тата ытти культура учрежденийĕсенче пурлăхпа техника никĕсне те пуянлатмалла. Культура ĕçĕ-хĕлĕн формисене аталантарас тесен хальхи йышши модельсемпе тата технологисемпе усă курма хăнăхмалла.  

Галина Иванова, районти чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенсен меслетлĕх пĕрлешĕвĕн ертÿçи:

Иртнĕ çул республика шайĕнче тăван чĕлхене – чăваш чĕлхипе литературине çĕнĕлле вĕрентессипе çыхăннă ыйтусене чылай сÿтсе яврĕç. Эпир те çак ĕçе хутшăнтăмăр. Ку тĕлĕшпе  малашне нумай ĕç туса ирттермеллине палăртрăмăр. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче тăван чĕлхен ятне-сумне ÿстермелли çинчен калани шанăç парать. Чăваш чĕлхипе анлăрах усă курма условисем туса парасси пирки пырать калаçу. Олег Николаев пĕлтернĕ тăрăх, ЧР Вĕренÿ министерстви чăваш чĕлхипе тата литертурипе çĕнĕ учебниксем хатĕрлессипе  ĕçлеме пуçланă, çитес вăхăтра вĕсемпе шкулсемпе библиотекăсене тивĕçтермелле. Эпир, вĕрентекенсем, çак ырă улшăнусене чăтăмсăр кĕтетпĕр, ашшĕ-амăшĕ те чăвашлăха упраса хăварас ĕçе хастар хутшăнасса шанатпăр.



03 февраля 2021
09:37
Поделиться