Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

«Туслăх хĕлхемĕ» фестивалĕн республика тапхăрĕ иртрĕ

Çулсеренех Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви «Туслăх хĕлхемĕ» фестиваль йĕркелет. Фестивалĕн тĕллевĕ – шкул ачисен чăваш чĕлхине, литературине вĕренес кăмăлне çĕклес, чăваш чĕлхипе литературине, историйĕпе культурине тĕпчес енĕпе пултаруллă ачасене тупса палăртасси.

«Туслăх хĕлхемĕ» фестивалĕн республика тапхăрне Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ пуш уйăхĕнче ирттерчĕ. Унта муниципалитет шайĕнче мала тухнă пуçламăш классенче вĕренекен ачасем хутшăнчĕç. Вĕсем Чăваш тата Тутар Республикинсенчи, Самар тата Ульяновск облаçĕсенчи хастарсем пулчĕç.

Жюри членĕсем 129 пултарулăх номерне хакларĕç. Фестивалĕн «Сăмах илемĕ», «Чăваш вăййи», «Янра, чăваш юрри», «Чăваш ташши» номинацийĕсенче пурĕ 54 çĕнтерÿçĕпе призёра палăртрĕç. Призёрсен шутне «Чăваш вăййи» номинацире И.Я. Яковлев ячĕпе хисепленекен Элĕкри ватам шкулти «Çеçпĕл» ушкан та кĕнĕ. Вĕсен ертуçи Л.М. Андреева.

Çĕнтерÿçĕсен ĕçĕсемпе (видеосюжетсемпе) «Наци вĕренĕвĕ» баннерта «Туслăх хĕлхемĕ» папкăра паллашма пулать.

Фестивалĕн çĕнтерÿçисене тата вĕсене хатĕрлекен педагогсене тав тăватпăр. Малашне те ăнăçу тата хастарлăх сунатпăр.



25 марта 2021
16:37
Поделиться