Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Чăвашлăх эрни пуçланчĕ! Яланах янра, чăваш чĕлхи!

Чăвашлăх эрни пуçланчĕ! Яланах янра, чăваш чĕлхи!

Чăваш чĕлхине вĕрентес, аталантарас тата сыхласа хăварас тесе, çитĕнекен ăрăва чăваш йăли-йĕркисемпе, культурипе паллаштарас тесе пирĕн шкулта нумай ĕç туса ирттереççĕ. Ку тĕлĕшпе тăвакан йăлана кĕнĕ чи анлă ĕç вăл – çулсерен ирттерекен чăваш чĕлхи эрни. Кăçал çак эрнене Чăваш чĕлхи кунне тата И.Я. Яковлев чăваш алфавитне тунăранпа 150 çул çитнине халаллатпăр.  Çак ятпа ака уйăхĕн 19-мĕшĕнчен пуçласа ака уйăхĕн 24-мĕшĕччен «Чăваш чĕлхи – атте-анне чĕлхи!» ятпа чăваш чĕлхипе литератури эрни иртет.

Эрнене тунти кун, ака уйăхĕн 19-мĕшĕнче ирхи линейкăра уçрăмăр. Шкул директорĕ Васильева З.Ф. тата чăваш чĕлхи вĕрентекен Петрова А.Г. ачасене эрне планĕпе тата мероприятисен программипе паллаштарчĕç.

Ытлари кун, ака уйăхĕн 20-мĕшĕнче 5-мĕш класра вĕренекенсем хушшинче «Эп – чăваш ачи» вăйă иртрĕ. Вăйăри ĕçсене ачасем компьютерпа пурнăçларĕç, икĕ ушкăна пайланса ĕçлерĕç. Çапла майпа хăйсем тăван чĕлхене мĕнле пĕлнине тĕрĕслерĕç.

Вăйăра ачасем валли тĕрлĕ ĕç пулчĕ. Вĕсен И.Я. Яковлев çинчен, вăл тунă чăваш алфавичĕ çинчен, Чăваш Республикинчи хуласемпе шывсем çинчен пĕлмелле пулчĕ. Çавăн пекех чĕлхепе çыхăннă тĕрлĕ ыйтусене те хуравларĕç вĕсем.

Вăйăра икĕ ушкăнĕ те хастар ĕçлерĕ, пур ĕçе те тăрăшса турĕç ушкăнсенчи ачасем. Пурте маттурсем пулчĕç. Вăйăра туслăх çĕнтерчĕ!

Эрне планĕпе, программипе тата пулас мероприятисемпе шкул сайтĕнче паллашма   пулать. Кунта «Тăван чĕлхе – пĕлÿ çăл куçĕ»  баннер та  вырнаçтарнă.



21 апреля 2021
16:10
Поделиться