Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Влаçпа хевтесĕррисем хушшинчи çыхăну çухалман

Влаçпа хевтесĕррисем хушшинчи çыхăну çухалман

Влаç органĕсемпе инвалидсен вырăнти обществăлла организацийĕсем мĕнле çыхăнса ĕçленине тишкерес тĕлĕшпе ку хутĕнче Питĕшкасси ял тăрăхне пухăнчĕç. Канашлăва хевтесĕррисен йышĕ нумайрах тĕпленнĕ Чăваш Сурăм, Тавăт, Ехремкасси тата Йăлкăш вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен пуçлăхĕсемпе пуçламăш организацийĕсен председателĕсене чĕннĕ. Çавăн пекех асăннă канашлу ĕçне Пĕтĕм Раççейри инвалидсен обществин Чăваш регионти уйрăмĕн Председателĕ Маргарита Кузьминых, райоен администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ Петр Павлов, социллă хÿтлĕх пайĕн начальникĕ Алена Семенова, социаллă пулăшупа тивĕçтерекен центр ертÿçи Марина Иванова, ĕçпе тивĕçтерекен центрăн ертсе пыракан инспекторĕ Наталия Захарова хутшăнчĕç. Мероприятие инвалидсен обществăлла организацийĕн районти уйрăмĕн председателĕ Геннадий Деомидов ертсе пычĕ.

 - Элĕк районĕнче сывлăх енчен ыттисенчен уйрăлса тăракансене сыввисемпе пĕртанах майсем туса парасси çине сахал мар тимлĕх уйăратпăр. Сăмахран, 2009 çултанпа пирĕн патра ку тĕлĕшпе ятарлă программа пурнăçа кĕрет. Унпа килĕшÿллĕн культура учрежденийĕсене, суту-илÿ  çурчĕсене, больницăна, пур çĕре те, коляскăпа çÿрекенсем, куç курманнипе, хăлха илтменнипе инвалида тухнисем пĕр чăрмавсăрах кĕрсе тухма пултармалла. Районта вара çакна йĕркелессине тĕпе хунă та. Çĕнĕ объектсене хута янă чухне çакна пĕтĕмпех шута илсе йĕркелеме тăрăшатпăр, - пĕлтерчĕ Петр Петрович. Хăйĕн сăмахĕнче вăл инвалидсене тÿсĕмлĕхĕшĕн, нимĕнле йывăрлăхра та пуçа усманшăн, районăн обществăлла пурнăçне пысăк тÿпе хывнăшăн тав турĕ.

Асăннă мероприятире çавăн пекех сывлăх енчен ыттисенчен уйрăлса тăракан çынсене ĕçпе тивĕçтересси, социаллă пулăшусем парассине тишкерчĕç. Канашлăва чĕннĕ ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем хевтесĕррисем таса сывă çынсенчен ăсталăхĕпе, пултарулăхĕпе нимĕн чухлĕ те уйрăлса тăманнине, общество ĕçĕнче яланах хастар пулнине палăртрĕç. Вырăнти Хĕрарăмсен канашĕсен ĕçне хутшăннине, клубсемпе библиотекăсем çумĕнчи ал ĕç ăстисен кружокĕсене çÿренисене пĕлтерчĕç. Ивалидсен районти обществин председателĕ Геннадий Деомидов хевтесĕррисем республика конкурсĕсенче пĕрре мар палăрнине асăнчĕ.

 Мероприяти вĕçĕнче пухăннисене Питĕшкассинчи инвалидсен обществи йышĕнче тăракансем хăйсен юрри-ташшипе тĕлĕнтерчĕç.

 Пĕтĕм Раççейри инвалидсен обществин Чăваш регионти уйрăмĕн Председателĕ Маргарита Кузьминых мероприятие пĕтĕмлетнĕ май влаç органĕсенче ларакансене хевтесĕррисене тĕксе яманнишĕн, яланах вĕсемпе пĕр çыхăнура пулнишĕн тав турĕ. Малашне те сывлăх енчен ыттисенчен уйрăлса тăракансене пырса тивекен кирек епле ыйтăва та пĕрле татса пама сĕнчĕ. Кун хыççăн пысăк йышпа вĕсем Писĕп ялĕнче пурăнакан, çак кунсенче çуралнă кунне паллă тунă, килтен тухса çÿреймен Анастасия Никандровăна саламларĕç. Чечек çыххи тата асăнмалăх парне пачĕç.

Унтан нумаях пулмасть  капиталлă юсав ĕçĕсем ирттернĕ Мартынкасси клубĕнче сывлăх енчен ыттисенчен уйрăлса тăракансене кĕрсе çÿреме мĕнле майсем туса панипе паллашрĕç. Хăш-пĕр çитменлĕхсене палăртса, çитес тапхăрта пĕтерме сĕнчĕç.



22 апреля 2021
08:16
Поделиться