Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

«Новый путь» хуçалăх мала тухнă

Майăн 26-мĕшĕнче Шупашкарта йăлана кĕнĕ йĕркепе савăнăçлă лару-тăрура Раççейри предпринимательлĕх кунне паллă тунă. Ку хутĕнче предпринимательлĕх пĕрлешĕвĕсем, Чăваш Енри Экономика аталанăвĕн министерстви, «Манăн бизнес» аталану центрĕн институчĕсен представителĕсем «Амазония» паркри лапамра пухăннă. Уява килнисене регионти Экономика аталанăвĕн министрĕ Д.Краснов, видеоçыхăну мелĕпе Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев, РФ Патшалăх Думин депутачĕ А.Аксаков саламланă. Çак мероприятире «Чăваш Енри чи лайăх предприниматель - 2020» конкурс çĕнтерÿçисене чысланă. Асăннă хисепе тивĕçнисен шутĕнче Элĕксем пуррине те палăртма кăмăллă. «Ял хуçалăх таварĕсене чи лайăх туса илекен - 2020» номинацире Иван Игнатьев ертсе пыракан «Новый путь» ял хуçалăх предприятийĕ çĕнтерÿçĕ пулса тăнă.



28 мая 2021
14:20
Поделиться