Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ачасене кĕтсе илме хатĕр-и?

Районти вĕренÿ тытăмĕнче пĕтĕмпе 12 шкул, 3 шкул умĕнхи тата хушма пĕлÿ паракан 3 учреждени шутланать. 2020-2021 çулхи вĕренÿ çулĕнче пĕтĕмпе 1584 ача шкулта вĕреннĕ, вăл шутра пĕрремĕш класра пурĕ 135 вĕренекен пулнă. 2021-2022 çулсенчи вĕренÿ çулĕсенче пĕрремĕш хут парта хушшине 123 ача ларĕç. Пурĕ вара шкул сукмакне 1551 ача такăрлатĕ.

Шкул кашни ачан пурнăçĕнче тĕп вырăн йышăнать. Вĕренÿ учрежденийĕсем ачасене тивĕçлĕн кĕтсе илме хатĕр-и-ха? Çак ыйтăва татса парас тĕлĕшпе районти ятарлă комисси çĕнĕ вĕренÿ çулне шкулсем мĕнле хатĕрленнине тĕрĕслеме пуçланине палăртрăмăр. Ку ĕçсем июлĕн 27-мĕшĕнче пуçласа августăн 10-мĕшĕччен пыраççĕ.

Палăртнă графикпа килĕшÿллĕн ятарлă комисси иртнĕ кунсенче Чăваш Сурăм шкулĕнче, Элĕкри «Хĕлхем» спорт шкулĕнче тата Ача-пăчапа çамрăксен пултарулăх центрĕнче пулса курнă.

Кашни вĕренÿ объектĕнчех юсав ĕçĕсем иртнĕ, пушар хăрушсăрлăхĕн мероприятийĕсене пурнăçланă, хушма огнетушительсем туяннă, киввисене улăштарнă. Чăваш Сурăмĕнчи шкул столовăйĕнче, пищеблокра, классенче, коридорта, акт залĕнче, 2-мĕш хутри санитари кĕтесĕсенче юсав ĕçĕсем иртнĕ. Коронавирус инфекцийĕ сарăлас хăрушлăхран сыхланас тĕлĕшпе те хÿтлĕх мероприятийĕсене пурнăçланă. Çапла майпа Чăваш Сурăм вăтам шкулĕ çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕр пулнине палăртнă.

Ятарлă тĕрĕслев комиссийĕ çак кунсенче Вутлан, Юнтапа, Тени шкулĕсене те çитсе курнă. Асăннă вĕренÿ учрежденийĕсенче те юсав ĕçĕсем ирттернĕ, столовăйсене, пищеблоксене, вĕренÿ пÿлĕмĕсене, коридорсене çĕнĕ сăн кĕртнĕ.

Тени шкулĕнче светильниксем вырăннăн-вырăннăн улăштарнă, столовăй чÿречисене жалюзи илсе çакнă. Юнтапа шкулĕн столовăйĕнче те çĕнĕ технологилле оборудованисем вырнаçтарнă. Вутлан шкулĕн информатика, пуçламăш классен кабинечĕсене, коридорсене юсаса çĕнетнĕ. Тĕрĕслевре Тени шкулĕ çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕр пулни палăрнă.    

Ĕнер вара ятарлă комисси Элĕкри «Хĕвел» ача садĕнче тата Элĕкри вăтам шкулта пулнă.                                                     

А.КИРИЛЛИНА.



04 августа 2021
15:49
Поделиться