Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Район сăнĕ шурă пир çине тĕрленĕ

«Тĕрленĕ Чăваш Ен» республика акцийĕ иртни çинчен илтнĕ пулĕ. Ăна Чăваш наци музейĕ тата «Паха тĕрĕ» пултарулăх ĕçĕсен фирми ирттерет.

Çак акципе килĕшÿллĕн тĕрлекен ал ĕç ăстисен вăйĕпе «Тĕрленĕ Чăваш Ен» произведенине тăваççĕ. Вăл алăпа тĕрленĕ республика картти пулĕ.

Асăннă акцие Чăваш Республикинче пурăнакан халăха пĕрлехи культура уçлăхне пĕрлештерме, республикăра пурăнакансем хушшинче чăваш тĕррине сарма, çитĕнсе пыракан ăрăва йăлана кĕнĕ халăх ÿнерĕпе паллаштарса вĕсене те çак ĕç патне илĕртме йĕркелеççĕ. Çавăн пекех Чăваш тĕррин кунне аталантарма, регионти районсенче пурăнакан чăваш тĕррипе аппаланакан ал ĕç ăстисен вăйĕпе «Тĕрленĕ Чăваш Ен» произведенине тăвас тĕллеве те пурнăçлаççĕ.

Пирĕн районти ал ĕç ăстисем хăйсен ĕçне пуçланă та ĕнтĕ. Светлана Железновăпа Вера Степанова йăлана кĕнĕ орнаментпа тата вырăнти авалхи паллăсемпе усă курса район территорине тĕрлеççĕ. Çак тĕрлесе хатĕрленĕ районсене пухса - тĕрĕ фрагменчĕсенчен «Паха тĕрĕ» фирмăн специалисчĕсем «Чăваш Ен» пĕрлехи произведенине тăваççĕ те. Шурă пир çинчи çÿлти пайĕнче «Чăваш Республики» тесе тĕрлесе çырни, герб тата республика ялавĕ пулĕ. Аялти пайĕнче тĕрĕ ăстисен ячĕсем пулĕç, унсăр пуçне Чăваш наци музейĕн тата маларах асăннă «Паха тĕрĕ» фирмăн логотипĕсем те вырăн тупĕç. Чуна парса пурнăçланă ĕç яланах илемлĕхĕпе илĕртет. Шурă пир çинчи паха тĕрĕ те - «Тĕрленĕ Чăваш Ен» питĕ капăр та пуян пуласса шанас килет.

О.АЛЕКСЕЕВА.



04 августа 2021
15:50
Поделиться