Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

АЧАСЕМ ĔÇЛĔÇ ТЕ, КАНĔÇ ТЕ

Чăваш Сурăмĕнчи вăтам шкулта ачасен çуллахи канăвне усăллă та интереслĕ йĕркелесси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Кĕçех кунта çуллахи лагерь уçăлмалла. Ăна кăнтăрлахи сменăра ĕçлеттерме хатĕрлесе çитернĕ ĕнтĕ.

Ачасем кунта тĕрлĕ ĕçсене пурнăçлĕç, вăй-хала çирĕплетĕç, хушма пĕлÿ те илĕç. Лагерьте канакансене суйласа илнĕ чухне ашшĕ-амăшĕсен кăмăлне ыйтса пĕлнĕ, уйрăмах начартарах пурăнакан çемьесен ыйтăвĕсене шута илнĕ.

Çак кунсенче уçăлакан лагерьте ачасене çавăн пекех тĕрлĕрен хаваслă вăйăсем, интереслĕ походсем, ытти культура мероприятийĕсем кĕтеççĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
02 июня 2007
00:00
Поделиться
;