Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ĕçре те маттур, юрă-ташăра та сатур

Çĕртме уйăхĕн 10-мĕшĕнче Элĕк тата Хĕрлĕ Чутай районĕсенче пурăнакансем те ĕçпе юрă уявсенче киленчĕç. Акатуя Республика Президенче Н.В. Федоров хутшăнни те ĕçпе юрă уявне çĕнĕ сĕм çапрĕ.

Палăртнă вăхăта Элĕк районĕнчи Татмăш вăрманне халăх йышлă пухăнчĕ. Ку тăрăхра ĕçре маттур, юрă-ташăра сатур çынсем пурăнаççĕ.

Уява пухăннисем Николай Федоровпа Анатолий Платонова тăвăллă алă çупса кĕтсе илчĕç. Анатолий Иванович уява уçнă май Николай Федорова сăмах пачĕ. Вăл Элĕксене çур акине ăнăçлă вĕçленĕ ятпа ăшшăн саламларĕ, уй-хир ĕçченĕсене ырми-канми ĕçленĕшĕн тав турĕ. Республикăра кăçал ытти çулсемпе танлаштарсан курăмлăрах ĕçлеме тытăннине, республика бюджетне тата 2 миллиард та 300 миллион тенкĕ хушма укçа кĕнине пĕлтерчĕ. Çавăнпа та районсене те ытларах укçа-тенкĕ уйăрса пама май пур, терĕ Президент. Элексем те юлашки вăхăтра тăрăшарах ĕçленине палăртрĕ. Республика Президенче хăнана пуш алăпа килмен, ĕçре маттуррисене пысăк наградăсемпе чысларĕ. Республикăра ял хуçалăхĕнче тăрăшакансене çурт-йĕр çавăрма е хваттер илме тĕллевлĕ пулăшасси çирĕп йăлана кĕрсе пырать. Çак тĕллевпе республика бюджетĕнчен çулсерен сахал мар укçа уйăраççĕ. Николай Васильевич Элĕк тăрăхĕнчи 5 çемьене те çак укçана уйăрса панине çирĕплетекен документ пачĕ.

Çурт-йĕр ыйтăвне татса пама 8 миллион та 200 пин тенкĕ парасси çинчен калакан документа район пуçлăхне Анатолий Платонова панă май сакăр яла таса шывпа тивĕçтерме 7 миллион та 100 пин тенкĕ уйăрни çинчен пĕлтерчĕ.

Çавăн пекех Элекре спорт керменĕ тума бюджетран 60 миллион тенкĕ уйăрма палăртнă. Президент района 2007-2008 çулсенче çĕнĕрен çул-йĕр тума тата юсав ĕçĕсем ирттерме 788 миллион та 400 пин тенкĕ уйăрасси пирки йышăну кăларнине палăртрă. Тĕпрен илсен уявра Элексен бюджечĕ тата 863 миллион та 700 пин тенкĕлĕх хутшăнчĕ. Хаклă хăна район çыннисене хастар ĕçлемме çирĕп вăй-хăват сунчĕ.  «Элĕк тăрăхĕнче пурăнакансем çак укçа-тенкĕпе тĕллевлĕ усă нихăçанхичченн те хастартарах ĕçлессе шанатăп», - терĕ вăл. Район пуçлăхĕ Н. Федорова тав тунă май шанăçа хастар ĕçпе тÿрре кăларăпăр терĕ.

Татмăш вăрманĕ çийĕн çепĕç те илемлĕ юрă-кĕвĕ саланчĕ.

 



"Хыпар"
14 июня 2007
00:00
Поделиться
;