Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

АКАТУЙ – ХАЛĂХ УЯВĔ

Сар хĕвелĕ хĕртсех пăхмарĕ пулин те çанталăк Татмăш вăрманĕнче иртекен ĕçпе юрă тата спорт уявне пухăннисен кăмăлĕсене пăсмарĕ. Сар хĕвелĕ ăмăр пĕлĕтсене вăйпа сирнĕ пекех хăй çуттипе çĕр питне ăшăтма тăрăшрĕ. Юлашкинчен вара вăл çĕнтерчĕ, уяв вĕçленичченех янкăр çанталăк парнелерĕ. Вунă сехет тĕлнех халăх йышлă пуçтарăнчĕ вăрман уçланкине. Ытларахăшĕ – çамрăксем. Каруççель çаврăнма юратакансем ун йĕри-тавра пухăннă. Вăрман хĕррипе вара лавккасем вырнаçнă.

Уява, кĕске сăмах каласа, район пуçлăхĕ А.Платонов уçрĕ. Унтан Элĕк район çыннисене уяв ячĕпе саламлама килнĕ Чăваш Республикин президенчĕ Н.В.Федоров сăмах илчĕ.

– Ырă кун пултăр, Элĕк Ен çыннисем! Паян сирĕншĕн пысăк уяв, çавăнпа савăнмасăр майĕ çук, – терĕ Николай Васильевич.

Вăл республика умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн “Новый путь” хуçалăх ертÿçине И.Н.Игнатьева тата И.А.Николаева (“Витязь” общество механизаторĕ) Чăваш Республикин Хисеп грамотипе наградăларĕ, Л.В.Филипповăна, Элĕкри культура керменĕ çумĕнчи халăх театрĕн режиссерне, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ ята илнипе саламларĕ. Унтан районти пиллĕк çемьене: Çирĕккассинчи Ивановсене, Йăлкăшри Кандринсене, Йăлкăшри Леонтьевсене, Мăн Вылăри Павловсене, Качалаври Петровсене каялла тавăрса памалла мар субсиди илме свидетельствăсем пачĕ. Çавăн пекех района малалла аталанма майсем пулччăр тесе, 8 миллион пурăнмалли çурт-йĕр хăпартма, 7 миллион та 100 пин шыв пăрăхĕсем хума, 788 миллион та 400 пин çул-йĕр тума укçа-тенкĕ уйăрни çинчен пĕлтерчĕ. Унсăр пуçне район пуçлăхне Элĕкре спорт комплексне туса лартма 60 миллион тенкĕ уйăрни çинчен ĕнентерекен свидетельство тыттарчĕ.

Элĕк районне пысăк пулăшу панăшăн Анатолий Иванович Президента тав турĕ, шанăçа тÿрре кăларма сăмах пачĕ.

Сцена çине Ураскилт шкул ачисем тухрĕç. Вĕсем “Хитре вырăнсем” юрра шăрантарчĕç. Хыççăн Элĕкри культура керменĕ çумĕнчи фольклор ушкăнĕ “Валинке” “Татмăш такмакĕсене” янраттарчĕ, куракансене илемлĕ чăваш юррисене парнелерĕ. Районти пĕрлештернĕ хор Чăваш Республикин гимне юрланă хыççăн сцена çине хăнасемпе хуçалăх ертÿçисем хăпарчĕç.

– Элĕк район хресченĕсене лайăх ĕçленĕ теме пулать. Аш-какай тата сĕт туса илессипе 8-10-мĕш вырăнсенче пыратăр. Апла пулсан, малашлăхĕ те пур. Çанна тавăрса, вăй-хала пухса тăрăшмалла, – терĕ Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕн çумĕ А.И.Семенов. Вăл ял хуçалăхĕнче малта ĕçлесе пыракансене Л.Степанова (“Журавлев” фермер хуçалăхĕн механизаторĕ), М.Макарова (“Алмаз” общество механизаторĕ), В.Ефимова (“Шумшеваши” хуçалăх слесарĕ) тата Йăлкăш ял тăрăхĕн пуçлăхне, В.Матвеева, агропромышленнăç комплексĕнче нумай çул вăй хунăшăн Хисеп грамотисем парса чысларĕ.

Район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ А.П.Павлова çурхи ĕçсен пĕтĕмлетĕвĕсемпе паллаштарчĕ.

– Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 8 пин те 542 гектар акса хăварнă, 90 гектар çинче – выльăх кăшманĕ, 750 гектар çĕр улми лартнă. Пĕтĕмĕшле илсен, çурхи ĕçсем йывăррăн иртрĕç, – терĕ вăл. Уйрăм хуçалăхсене ырăпа асăнса хăварчĕ.

ЧР финанс министрĕн çумĕ Р.М.Быкова, Шупашкарти Калинин районĕн пуçлăхĕн çумĕ Н.И.Емельянов, районти депутатсен пухăвĕн представителĕ В.Х.Дубинин, ЧР Патшалăх совечĕн депутачĕ В.А.Морозов çурхи уяв ячĕпе элĕксене ăшшăн саламларĕç.

Раççей Перекет банкĕн представителĕ Р.И.Афанасьев банкпа тачă çыхăнура тăракансене тата район пуçлăхне саламлă сăмахсем каланипе пĕрлех тав çырăвĕ пачĕ.

“Элĕк ачисем” ентешлĕх ертÿçи В.А.Иванов уяв ячĕпе ырлăх- сывлăх сунчĕ, Элĕк районне пуçарса яракансем хушшинче 20 çул тăрăшнă Васса Ивановна Ивановăна Хисеп хучĕ тыттарчĕ. Е.Н.Андреев предприниматель ăшă сăмахсемпе пĕрле Тури Выл тата Ураскилт клубĕсене парнесемпе савăнтарчĕ. ЧР тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ, бокс чемпионĕ В.К.Львов та хăй тивĕçне сцена çинче пурнăçларĕ, В.И.Максимова ЧР тава тивĕçлĕ тренерĕн удостоверенине пачĕ.

Унтан район пуçлăхĕн хушăвĕпе килĕшÿллĕн тăрăшуллисене хаклă парнесемпе чысларĕç.

Концерт малалла тăсăлчĕ. Чи çамрăк юрăçă Л.Засыпкина (12 çулта) уçă сассипе пĕтĕм вăрмана янраттарчĕ. Шупашкартан килсе çитнĕ Н.Митрасова инди халăх ташшипе савăнтарчĕ. 2-мĕш пайра эстрада юррисем шăранчĕç.

Кăçалхи “Акатуйра” пĕрремĕш хут “Ял кил-картишĕ” курав йĕркеленĕ. Ял тăрăхĕсен специалисчĕсем вырăнти ăстасем тунă япаласене сĕтелсем çине кăларса хунă. Юнашарах тĕлĕнмелле эрешсем çакăнса тăраççĕ. “Ял кил-картишĕ” конкурсра Тени ял тăрăхĕ – 1-мĕш вырăн, Йăлкăш ял тăрăхĕ – иккĕмĕш, Ураскилт ял тăрăхĕ виççĕмĕш вырăна тухрĕç.

Юнашар уçланкăра вара спорта юратакансем пухăнчĕç. Волейболла выляссипе Ехремкасси ял тăрăхне кĕрекен “Авангард” команда – пĕрремĕш, Качалав ялĕн команди – иккĕмĕш, Элĕк ял поселени команди виççĕмĕш вырăнсене йышăннă.

Боксра – 30 килограмлă виçере – С.Дмитриев, 50 килограмлă виçере – Д.Егоров, 57 килограмлинче – Б.Максимов çĕнтерÿçĕсем палăрчĕç. Юрий Михайлов пурне те хыçа хăварса абсолютлă çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ.

Лашасем хушшинче А.Четриков урхамахĕ чи малтан чупса килчĕ. “Акатуйăн” чи паха парни – така. Вăл пĕрремĕш вырăн йышăннă волейбол командине тата кĕрешÿре çĕнтернĕ çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекцийĕн ĕçченне, С.Яковлева лекрĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
15 июня 2007
00:00
Поделиться
;