Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

КОНКУРСА ХУТШĂНТĂМĂР

"Медицина пулăшăвĕ паракан чи лайăх бригада” конкурса хутшăнма Çĕрпÿ хулине çитсе килчĕç. Унта пурĕ 13 команда пухăннă. Конкурсантсем паллашу, теори, практика пайсенче кĕрешрĕç. Çĕнтерÿçĕсене виçĕ номинацире пĕрремĕш вырăнсене çеç палăртрĕç.

Республика шайĕнче – Çĕнĕ Шупашкар, хула шайĕнче – Канаш, район шайĕнче Çĕрпÿ хула командисене чысларĕç. Элĕксем те конкурсран япăх мар кăтартупа таврăнчĕç. Тепĕр çул валли лайăхрах хатĕрленме тĕллев лартрĕç.

Çакна каламалла: конкурс пĕрремĕш хут иртрĕ. Çавăнпа пирĕншĕн пĕлмелли нумай пулчĕ. Васкавлă пулăшу уйрăмĕнче ĕçлекенсем ăсталăха çулсерен ÿстерсе пырĕç



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
15 июня 2007
00:00
Поделиться
;