Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

КООПЕРАТОРСЕН ТАВАРÇАВРĂНĂШ ŸСЕТ

Кăçалхи 5 уйăхра райпон таварçаврăнăшĕ 91, 3 миллион тенкĕпе танлашнă. Çакă пĕлтĕрхи кăрлач-çу уйăхĕсен кăтартăвĕнчен 15, 5 процент нумайрах. Ваккăн сутмалли таварçаврăнăшĕн ÿсĕмĕ – 114, 9 процент (89, 8 миллион тенкĕ), курттăмăн суту-илÿ çаврăнăшĕ – 164, 3 процент (1, 56 миллион тенкĕ). Танлаштаруллă хаксемпе шутласан, хатĕрлев таварçаврăнăшĕ иртнĕ çулхи 5 уйăхринчен 43, 5 процент ÿснĕ.

Район кооператорĕсем хăйсен продукцине 3, 4 миллион тенкĕлĕх туса кăларнă, çакă пĕлтĕрхи кăрлач-çу уйăхĕсенчи кăтартуран 1, 8 процент нумайрах.

Райпо предприятийĕсем кăçал 7, 5 миллион тенкĕлĕх тавар продукцийĕ, иртнĕ çулхи 5 уйăхринчен 531 пин тенкĕ нумайрах туса кăларнă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
15 июня 2007
00:00
Поделиться
;