Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

МĂШĂРЛАННИСЕМ УЙРĂЛНИСЕНЧЕН НУМАЙРАХ

Район администрацийĕн ЗАГС пайĕ иртнĕ 5 уйăхра 71 ача: 38 арçын ача тата 33 хĕр ача çуралнине регистрациленĕ. Пĕлтĕрхи çав тапхăртипе танлаштарсан, 5 ача сахалтарах çуралнă. Мăшăрланман амăшĕсем 12 ача çуратнă.

Арçын ачасен чи кăмăллакан ячĕсем: Даниил, Артемий, хĕр ачасен – Екатерина, Анна.

Пĕрремĕш ача 17 çемьере, иккĕмĕшĕ – 25, виççĕмĕшĕ – 11, тăваттăмĕшĕ – 8, пиллĕкмĕшĕ – 4, улттăмĕшĕ 1 çемьере кун çути курчĕç.

Пурĕ 160 çын вилнĕ: 65 арçын тата 95 хĕрарăм. Арçынсен ĕмĕрĕ 65 çулпа, хĕрарăмсен 77 çулпа танлашрĕ. Иртнĕ çулхипе танлаштарсан, 17 çын сахалтарах вилнĕ.

Пĕрлешекенсен хисепĕ ÿсрĕ, 42 мăшăра çитрĕ. 17 çемье арканчĕ, пĕлтĕрхинчен 4 мăшăр ытларах уйрăлчĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
15 июня 2007
00:00
Поделиться
;