Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

ПĔРРЕМĔШ КĂТАРТУСЕМ ПАЛЛĂ

Июнь уйăхĕ – 9-мĕшпе 11-мĕш класс пĕтернисемшĕн чи хĕрÿ тапхăр. Халĕ вĕсен умĕнчи тĕп тĕллев вăл – пĕрлехи патшалăх экзаменĕсене ăнăçлă тытасси. Паянхи куна 11-мĕшĕнче вырăс чĕлхипе, 9-мĕшĕнче математикăпа тытнă экзамен пĕтĕмлетĕвĕсем паллă.

11-мĕшсемпе илес пулсан, пурĕ 269 вĕренекен экзамен тытнă. Вĕсенчен 3-ĕшĕ – çăмăллатнă йĕркепе, 4-ĕшĕ – иртнĕ çул тытайманнисем. 18 ача “5” паллăлăх тытнă – 6, 7 процент, 92 – “4” – 34, 2 процент шутланать, 120 ача – “3” паллăлăх – 44, 6 процент, 39-ăн – “2” паллă илнĕ. Ку вăл 14, 5 процент пулать.

9 класс пĕтернисем районта 301 ача. 297-ĕшĕ алгебрăпа экзамен тытнă. “5” паллă 53 ачан, “4” паллă – 125, “3” – 93, “2” паллă 26 вĕренекенĕн.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
15 июня 2007
00:00
Поделиться
;