Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

ĔНЕРХИНЧЕН ЛАЙĂХРАХ ПУРĂНАСЧĔ

Юнтапа ял тăрăхĕнчи Анаткас Сурăмри Сергей Рудольфович Волков фермер хуçалăхне ăнăçлă йĕркелесе пырать. Ял хуçалăх ĕçне вăл 2006 çулхи çуркунне тимлесех пуçăннă. Кăçал С.Волков фермер 15 гектар çĕр улми, 2 гектар хăяр лартнă, 55 гектар çурхи тулăпа 15 гектар урпа акнă. Хальхи вăхăтра унăн ял хуçалăх ĕçĕсене пурнăçлама техника çителĕклĕ: 3 трактор тата тĕш тырă пухса кĕртмелли 1 комбайн пур. Фермерăн картишĕнче 19 сурăх. Тăрăшнин усси пурах, продукци сутнипе çемье бюджечĕ пысăкланать.

Сергей Рудольфовичпа мăшăрĕ Аня ятлă хĕр пĕрчине пăхса ÿстереççĕ.

Фермер кăçал çăмăллатнă кредит илсе техникăна çĕнетесшĕн, выльăх-чĕрлĕх фермисене юсасшăн.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
23 июня 2007
00:00
Поделиться
;