Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

ТĂВАН ЕН ХĂЙ ПАТНЕ ТУРТНĂ

Çак кунсенче Кивуй ялĕнчи Николай Григорьевич Федоров 60 çул тултарчĕ. Çамрăк чухне Федоровсем Калинин облаçĕнче пурăннă. Вăхăт иртнĕçем вĕсене тăван тăрăх, тăван ен хăй патне туртнă. Кивуйне куçса килсен Федоровсем хăтлă çĕнĕ çурт, хуралтăсем туса лартаççĕ. Кулленхи ĕçре ашшĕ-амăшне çитĕнсе çитнĕ ывăлĕпе хĕрĕ пулăшса пыраççĕ. Ялти ытти çынсем пекех, Федоровсем те тĕрлĕрен пахча çимĕç çитĕнтереççĕ, картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усраççĕ. Николай Григорьевич иртен пуçласа каç тĕттĕмчченех хăйĕн хуçалăхĕнче тăрмашать – карти-хуралтине юсать, выльăх-чĕрлĕхне пăхать, пахчара аппаланать.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
23 июня 2007
00:00
Поделиться
;