Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

КĔПЕР ТУСА ПĔТЕРЕÇÇĔ

“Элĕк – Ураскилт – Çирĕккасси – Атмалкасси” автомобиль çулĕ çинче кĕпер тăвасси вĕçленсе пырать. Генеральнăй подрядчик – “Стромос” общество. Июнĕн 26-мĕшĕнче асăннă объектра комисси пулнă. Унăн членĕсем строительствăри ĕç-хĕлпе паллашнă, документсене тĕрĕсленĕ, çул тăвакансен ĕçĕпе кăмăллă юлнă.

Объектра çынсем, техника та нумай ĕçлет. Ĕç комиссийĕ патшалăх комиссине кăçалхи июлĕн 15-мĕшĕнче ирттерме палăртнă. Унччен генподрядчик хăш-пĕр çитменлĕхсене пĕтерме шантарнă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
30 июня 2007
00:00
Поделиться
;