Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

ВĔРЕНСЕ ТУХАКАНСЕМ ШКУЛПА СЫВПУЛЛАШАÇÇĔ

Иртнĕ кунсенче вун пĕрмĕш класс пĕтерекенсем юлашки экзаменсене тытрĕç. Районти 268 ачана вăтам шкул, 298 ачана тăхăр класс пĕтернине çирĕплетекен документа патăмăр. Уйрăмах медалистсене палăртма кăмăллă. И.Я.Яковлев ячĕллĕ Элĕкри вăтам шкул вĕренекенĕ – Елена Игнатьева ылтăн медале тивĕçрĕ.

Асăннă шкултанах Кристина Никитина, Ольга Львова, Мария тата Анастасия Толмачевăсем, Ураскилтри Наталья Кузьмина тата Анастасия Федорова, Мăн Вылăран Нина Ильина, Валя Иванова, Карачураран Марина Редькова кĕмĕл медалистсем пулса тăчĕç.

Шкулсенче ăсату каçĕсем те иртрĕç.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
30 июня 2007
00:00
Поделиться
;