Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ял уявĕнче

Этем çеç мар, ял-хула та хăйĕн çуралнă кунне паллă тăвать. Çын ĕмĕрĕ 100 çула тăсăлни питĕ сайра. Пĕр-пĕр ял çĕр е ытларах çул тултарни те тăтăш пулăм мар. Çавнашкал юбилейсем сахал пулсан та – пур перех пур-ха вĕсем. Акă Элĕк районĕнчи Шуркассинех илер. Вăл кăçал 225 çул тултарчĕ. Палах, çакнашкал уяв ялта хăй вăхăтĕнче çуралса ÿснисене, халĕ унта пурăнакансене пĕр çĕре пуçтарать. Ун пек чухне хăнасемпе те пуянланать ял: Лупашка, Хорнзор, Крымсарайккă, Сурăпмуç Мучикассинченех килсе çитнĕ уява. Муниципалитет влаç тытăмĕнчи çынсем сăмах илсен уяв официаллă уçăлнă. Юрă-кĕвĕ, ташă-çемĕ сарăлнă вара таврана. Шуркассинчи пенсионерсене, кашни юбиляра, чылай çул пĕрле пурăннă мăшăрсене, ялăн чи çамрăк çыннисене, сумлă ватăна тата чи нумай пурăнакана уйрăммăн чысланă уявра. Вĕсем пурте парнесене тивĕçнĕ.

 



04 июля 2007
00:00
Поделиться
;