Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

ПИТРАВ УЯВĔ ИРТРĔ

Утă уйăхĕн вун иккĕмĕшĕнче Чăваш Сурăм тăрăхĕнче Питрав кунне ирттересси йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Ку хутĕнче те уява халăх йышлă пухăнчĕ. Праçника килнисене район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, вĕрентÿ, социаллă аталану, çамрăксен политики тата спорт управленийĕн начальникĕ Э.Николаев, чĕннĕ ытти хăнасем саламларĕç. “Новый путь” хуçалăх ертÿçи производствăра çитĕнÿсем тунă ĕçченсене парнесем парса чысларĕ, ĕç кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ.

Хуларан килнĕ артистсем хăйсен илемлĕ юрри-кĕввисемпе уява пынисен кăмăлне çĕклерĕç. Спортпа туслисем тĕрлĕ ăмăртусенче вăй виçрĕç. Суту-илÿ лавккисем ĕçлерĕç. Çавăн пекех уява килнисем техĕмлĕ шашлăк тутанма пултарчĕç.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
14 июля 2007
00:00
Поделиться
;