Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

50 ÇУЛ ЮНАШАР

Савăнăçĕпе хуйхине пĕрле пайласа, ача-пăчапа мăнуксем çитĕнтерсе нумай çул пурăнасси – çакă мар-и-ха кирек камăн та ĕмĕчĕпе тĕллевĕ; Мĕн, çакă юмахра кăна пулма пултарать тетĕр-и; Çук, паллах. Çур ĕмĕр пĕрле пурăнса мĕнлерех майпа çемье пурнăçне çирĕп тытса пымалла; Çакна Валентина Наумовнăпа Иван Михайлович Шорниковсем лайăх пĕлеççĕ.

Ку çемье – Чулкаç ялĕнчен. Мăшăрсем 1957 çулхи çурла уйăхĕн 5-мĕшĕнче пĕрлешнĕ. Вăрçă хыççăнхи çулсем çăмăллăх кÿмен. Çавах та вĕсем хăйсен пурнăçне чыслăн та тивĕçлĕн пурăнса ирттереççĕ. Шорниковсем йывăрлăхсенчен хăраса тăман: ял хуçалăхĕнчи çăмăл мар ĕç, çурт-йĕр туса лартни, 5 ача пăхса çитĕнтерни. Ача-пăча çуратса вĕсене ура çине тăратасси пĕртте çăмăл мар. Мăшăрсем ĕмĕр тăршшĕпех ырми-канми вăй хунă, тăван колхозра тăрăшнă. Ачисем ÿссе çитĕннĕ, кашниех хăйĕн вырăнне тупнă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
10 августа 2007
00:00
Поделиться
;