Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

ХУÇАЛĂХСЕМ ВЫРМАРА

Вырма тапхăрĕ районти хуçалăхсенче каярах юлса пырать. Пĕтĕмпе 7 пин те 695 гектар çинчи тырра пухса кĕртмелле пулсан, паянхи куна 3 пин те 205 гектар çинчен çеç çапса кĕртнĕ. Ку вăл пĕтĕмĕшле калăпăшăн 41, 7 проценчĕ çеç. Тыр-пул тухăçлăхĕ – 18, 5 процент.

Районта ĕçлекен комбайнсен шучĕ – 36. Тырă вырассипе малта пыракан хуçалăхсем: “Озерный”, “Алмаз”, “Родник”, “Витязь”, “Новый путь”.

“Родина” тата “Альянс” хуçалăхсен çурхи тырăсем çеç. Анчах хальлĕхе çак хуçалăхсенче комбайнсем уя тухман-ха.

Паянхи куна Шĕмшешре çеç кĕрхисене акнă. Районĕпе пурĕ те 2 пин те 495 гектар çĕре сухаланă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
18 августа 2007
00:00
Поделиться
;