Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

ÇĔР УЛМИЕ КĂЛАРМА ПУÇЛАНĂ

Паянхи куна районта 4200 гектар çинчи тырра вырнă. Ку пĕтĕмĕшле кăтартăвăн 55, 1 проценчĕ шутланать. Вырма ĕçĕсемпе пĕрлех “иккĕмĕш çăкăра” пухса кĕртес ĕç те пуçăннă ĕнтĕ. В.Н.Узянов фермер 5 гектар çинчи çĕр улмие пухса кĕртме ĕлкĕрнĕ те. В.Н.Иванов, С.П.Волков хуçалăхĕсем те виçшер гектар çинчен кăларнă. Шăмат кун В.Д.Журавлев фермер хуçалăхĕ те çĕр улми ани çине тухнă.

Кĕрхи тырăсене акассипе “Шумшеваши”, “Гвардеец”, Ульянов ячĕллĕ хуçалăхсем тата “Озерная” общество ĕçе пуçăннă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
22 августа 2007
00:00
Поделиться
;