Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Фестивале хутшанчес

Элĕкри культура керменĕ çумĕнчи “Валинкке” фольклор коллективĕ 13 çынран тăрать. Юлашки çулсенче асăннă фольклор ушкăнĕ халăхсем хушшинчи тĕрлĕ фестивальсене тăтăшах хутшăнать.

“Чăваш Енри культура: 2006–2010 çулсем” федераллă программăпа килĕшÿллĕн Раççейри культурăпа кинематографи федераллă агентстви тата патшалăх халăх пултарулăх çурчĕ пулăшнипе 2007 çулхи сентябрĕн 7-мĕшĕнчен пуçласа 10-мĕшĕччен Саратов хулинче “Волжское подворье” Раççей шайĕнчи этнофестиваль иртет. Элĕкри “Валинкке” фольклор ушкăнĕ те çак мероприятие хутшăнма хатĕрленет. Калас пулать, “Валинкке” çакăн йышши пысăк фестивальсенче хăйĕн ăсталăхне пĕрре мар кăтартнă ĕнтĕ. Кăçал Мускав хулинче те пулчĕç вĕсем.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
01 сентября 2007
00:00
Поделиться
;