Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

ÇАМРĂК ÇЕМЬЕСЕНЕ – ÇĂМĂЛЛĂХСЕМ

“Ялсен 2010-мĕш çулчченхи социаллă аталанăвĕ” тĕллевлĕ федераллă программăпа килĕшÿллĕн ялта пурăнакан тата ĕçлекен граждансене субсидипе тивĕçтерес тесе района 1 миллион та 360 пин тенкĕ уйăрнă. Тăхăр çемьене тивĕçĕ çак сумма.

Ялти çамрăк çемьесемпе (мăшăрсенчен пĕри 30 çул тултарман пулсан) специалистсене (мăшăрланманнисем те, 30 çул тултарман пулсан) субсиди парассине те пăхса тухнă асăннă программăра. Ку тĕлĕшпе 2 миллион та 230 пин уйăрнă. Черетре 21-ĕн пулсан, вĕсенчен 12-шĕ çеç субсиди илĕç.

Çамрăксене пурăнмалли вырăнпа тивĕçтерес тесе тата тепĕр программа ĕçлет. Мăшăрĕсем иккĕшĕ те 30 çул тултарнисене 2006-мĕш çулта 5 çемьене свидетельство панă. Вĕсен пĕтĕмĕшле сумми 1 миллион та 800 пин тенкĕпе танлашать.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
05 сентября 2007
00:00
Поделиться
;