Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

АЧА ÇУЛТАЛĂКĔНЧИ ÇЕМЬЕ ТЕЛЕЙĔ

Райадминистрацин ача-пăча сыхлав пайĕн специалисчĕсем ырă çемьесем пĕчĕк ачасене усрава илнĕшĕн савăнмаллипех савăнаççĕ. Акă, авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ умĕн районти 2 çемье Шупашкарти ача çуртĕнчи икĕ çулти Изатбекпа Максима хăйсем патне илнĕ. Чулкаç Юнтапари Людмила Александровнăпа Владимир Федоровсем Изатбек Павлова тарават йышăннă. Изатбека амăшĕ çуратнă хыççăнах пăрахса хăварнă та пепкене ача çуртне вырнаçтарма тивнĕ. Федоровсем хăтлă çуртра пурăнаççĕ, унта ачана аталанса ÿсме условисем çителĕклĕ. Пĕчĕкскер валли малтанах сăпка-кравать, тăхăнмаллисем, хитре теттесем янтăласа хунă.

Элĕкри Татьяна Владимировна Анисимова вара Максим Филиппова тăван амăшĕ пек хапăлласа йышăннă. Татьяна Владимировна çемьере пĕрне-пĕри ăнланни, пулăшни, ырă кăмăл тата ача-пăчан хаваслă сасси чи кирли тесе шутлать.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
05 сентября 2007
00:00
Поделиться
;