Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

ЧЕЧЕК ЮРАТАКАН ХĔРАРĂМ

Паян Эренар ялĕнчи кашни килте тенĕ пекех пÿрт умĕнчи пĕчĕк картара чечек ÿснине курма пулать. Кăçал ял çыннисенчен чылайăшĕ чечек юратакансен конкурсне хутшăнма кăмăл турĕ. Фая Андреева çавăн пек интереслĕ тупăшусенче пĕрре çеç мар çĕнтернĕ. Унăн килĕ умĕпе иртсе пынă чух кăмăл çĕкленет.

Темĕн тĕрлĕ хитре чечексене куратăн та – курса тăранаймастăн. Хăй вăл Юманлăхри ветеринари участокĕнче ĕçлет. Чечек лартса çитĕнтерме Фаина ачаранах юратнă – ашшĕ-амăшĕ те çав ĕçех килĕштернĕ вĕт-ха. Илем вара пурнăçа хитрелетет, кăмăла çĕклет. “Эпĕ яланах кулса савăнатăп, кулă вара чуна уçса ярать. Çакăн пек илем çине пăхсан, манăн чунăм савăнса кулать”, – тет чечек юратакан хĕрарăм.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
05 сентября 2007
00:00
Поделиться
;