Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

СТУДЕНТСЕМПЕ ПУЯН ЯЛСЕМ

Ехремкасси ял тăрăхĕнчи 13 ялта 2612 çын пурăнать. Çавăнтан 240 хĕрпе каччă тĕрлĕрен вĕренÿ заведенийĕсенче пĕлÿ пухать: 57-шĕ – аслă шкулсенче, 45-шĕ – ятарлă вĕренÿ заведенийĕсенче, 30 çамрăк – професси училищисенче.

Ыттисем вара ял тăрăхĕнчи шкулсенче вĕренеççĕ. Пĕр ял тăрăхĕнчех çавăн чухлĕ вĕренекен пурри – лайăх кăтарту. Çамрăксем пĕлÿ тĕнчине ăнтăлаççĕ. Акă, ку тăрăхран Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетĕнче кăна 6 çамрăк вĕренет. Ехремкассинчи Николаевсен Юрий ывăлĕпе Ольга хĕрĕ, Куракăшри Порфирьевсен хĕрĕсем Татьянăпа Ирина шăпах шурă халатлисен профессине килĕштернĕ те ĕнтĕ. Чылайăшĕ учитель тата дизайнер пуласшăн. Йĕкĕтсенчен ытларахăшĕ строитель пулма тĕв тунă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
08 сентября 2007
00:00
Поделиться
;