Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

ПĔРИСЕМ ÇУРАЛАÇÇĔ, ТЕПРИСЕМ ВИЛЕÇÇĔ

Август уйăхĕнче районта 15 ача çуралнă: 10 арçын ача, 5 хĕр ача. Пĕччен амăшĕсем – 3, вун сакăр çула çитмен 1 хĕрарăм ача амăшĕ пулнă.

Ултă çемьере пĕрремĕш ача кун çути курнă. Иккĕмĕш ача –пиллĕк çемьере, виççĕмĕш – тăватă çемьере.

Çирĕм çичĕ мăшăрлану регистрациленĕ. 18-24 çул хушшинчисем – 11 арçын авланнă, 20 хĕрарăм качча кайнă. 25-34 çул хушшинчисем – 13 арçын, 5 хĕрарăм. 4 арçын тата 2 хĕрарăм иккĕмĕш хутчен мăшăрланнă.

Икĕ çемье арканнине пула пиллĕк ача çурма тăлăха юлнă.

Ята, хушамата, ашшĕ ятне улăштаракансен шучĕ виççĕ пулнă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
09 сентября 2007
00:00
Поделиться
;