Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

ÇУРТ ÇĔКЛЕМЕ – СВИДЕТЕЛЬСТВО

Иртнĕ эрне кун район администрацийĕн актсен залĕнче савăнăçлă лару-тăрура сакăр çемьене пÿрт-çурт çĕклеме тавăрса памалла мар субсидипе тивĕçтерни çинчен пĕлтерекен свидетельствăсем пачĕç.

Район пуçлăхĕн çумĕ А.Павлова субсидипе тивĕçтересси ятарлă программăпа килĕшÿллĕн пурнăçланса пынине палăртрĕ. Çак çăмăллăхпа яллă вырăнсенче пурăнакансем, ял хуçалăхĕнче тăрăшакансем усă курма пултараççĕ. “Пÿрт-çурт тăвакансене пулăшма федераллă бюджетран Элĕк районне 1183 пин тенкĕ укçа килнĕ”, – палăртрĕ Альбина Порфирьевна. Çавăн пекех çăмăллăхпа усă куракан çемьесене патшалăх уйăракан укçа-тенкĕпе тĕллевлĕ усă курма сĕнчĕ. Свидетельствăсене çаксем илчĕç: С.Павлов, И.Иванов (Мăн Вылă ял тăрăхĕ), В.Сергеев, А.Петров (Ехремкасси), П.Петров (Тени), Н.Леонтьева, А.Кандрина (Йăлкăш), А.Никифоров (Элĕк).



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
12 сентября 2007
00:00
Поделиться
;