Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ялсене – такăр çулсем

Кăçал районта çул-йĕр тăвассипе ĕçсем анлă сарăлса пыни палăрать. Ку таранчченхи ĕçсем тата умри тĕллевсем çинчен район администрацийĕн градостроительство, обществăлла инфраструктура аталанăвĕ енĕпе ĕçлекен пай начальникĕ А.Н.Куликов каласа пама пулчĕ.

Александр Николаевич, çул тăвассипе ĕçсем чăннипех те кал-кал пыраççĕ теме пулать-и?

– Чăваш Республикин Президенчĕн “Чăваш Республикинчи автомобиль çулĕсен строительствине хăвăртрах вĕçлемелли мерăсем çинчен” Указĕпе килĕшÿллĕ 2007 çулта районти 22 ял патне хытарнă çулсем çитермелле. Çавна пурнăçласси япăх мар пырать. Объект хыççăн объект ĕçе ярса пыма тăрăшатпăр.

– Укçа-тенкĕ енчен чăрмав çук-и?

– Çул-йĕр тума пулăшу тĕрлĕ çĕртен уйăрнă. Район, республика, федераллă бюджетсенчен, çавăн пекех çулсене кредитпа усă курса тăвакансем те пур. Иртнĕ çур çулта кăна муниципаллă автомобиль çулĕсене пăхса тăма 6578, 7 пин тенкĕ уйăрнă. Урăхла каласан, кăçал лимитпа палăртнин 34, 2 процентне ĕçе кĕртнĕ. Вырăнти çулсене юсама тата çĕнĕрен тума 6988, 1 пин тенкĕ янă.

– Ку таранччен туса пĕтернĕ çулсене асăнăр-ха?

– Кураккасси, Шăлан ялĕсене çитмелли çулсене ĕçе ятăмăр. Мартынкасси, Шур Пайраш, Ямаш ялĕсене пырса кĕмелли çулсене те юсаса çĕнетнĕ. Çавăн пекех Элĕк–Ишек–Писĕп–Питĕшкасси– Çулавăç çулĕ те халĕ тикĕс те яка. Унпа Советски çулĕн трасси çине тухма меллĕ. Малашне Пĕчĕк Йăлкăша пырса кĕме те чăрмавсем пулмĕç, 300 метр çула вак чул сарса хытарнă.

– Выл шывĕ урлă кĕпер туса пĕтерни район чиккинчи ялсенче пурăнакансемшĕн пысăк савăнăç пулчĕ. Кунти çул çинчи строительство ĕçĕсем кăçал вĕçленеççĕ-и?

– Ураскилт, Атмалкасси, Çирĕккасси ялĕсене çыхăнтаракан аслă çул çинче çăвĕпех ĕç вĕресе тăчĕ. Виçĕ çухрăм тăсăлакан трассăна кăçал асфальт сарса пĕтеретпĕр.

– Районта çул тăвассипе миçе организаци ĕçлет?

– Кусем пурĕ 6 шутланаççĕ. Республика пĕлтерĕшлисем пысăк вăй хунине палăртас килет. Сăмахран, кăçал “Волгодорстрой” уçă акционерлă общество строителĕсем палăрмаллах ĕçсем турĕç. Çавăн пекех районти организацисем те активлăх кăтартаççĕ. Шур Пайраш ялĕн тĕлĕнче, акă, “Алиководорстрой” ĕçченĕсем тимлеççĕ. Сурăмварри çулĕ çинче – Вăрнарти ДРСУ-н Элĕкри филиалĕ. Прашкушкăнь, Шафранчăк ялĕсен çулĕ çинче “Волгодорстроймонтаж” çыннисем тимлеççĕ.

– Çывăх вăхăтрах йышăну комиссийĕ çитмелли ялсем пур-и?

– Часах йышăнмалли объектсем çук мар. Элĕк ял тăрăхĕнчи Асамат, Витеçÿч, Синер çулĕсене якатассипе кăçал хĕрÿ ĕçсем пычĕç. Унта çак кунсенчех комисси пулĕ. Çавăн пекех Хуравар, Павлушкăнь, Ярхуньушкăнь, Чартак, Яккушкăнь çулĕсене те тивĕçлипе хак парса йышăнмалла пулать.

– Район центрĕнчи аслă çул çинче те строительство ĕçĕсем сарăлса пыни палăрать. Ку объект кăçал хатĕр пулать-и?

– Элĕкри пушар чаçĕн тĕлĕнчен пуçласа Янкурас кĕперĕ таран аслă çула тĕпрен юсаса çĕнетессипе “Волгодорстрой” общество строителĕсем вăй хураççĕ. Кунта республика, федераллă бюджетсенчен уйăрнă 22 миллион тенкĕлĕх ĕç тумалла. Шупашкар еннелле каякан мăн çул çинче те халĕ юсав ĕçĕсем хĕрсех пыраççĕ. Çурхи шыв-шур сиенлесрен дренаж хываççĕ, çула сарлакалатаççĕ. Çула çĕнетесси çывăх вăхăтрах вĕçленмелле.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
19 сентября 2007
00:00
Поделиться
;