Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Тирпей-илем уйăхлăхě

Чăваш Республикин Президенчĕн “Йывăç ларт та ăна упра” Йывăç кунĕ ирттересси çинчен” Указĕпе тата район пуçлăхĕ çавăн пек ыйтупа кăларнă йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн районта ялсене тасатса тирпейлемелли, йывăçсем лартмалли уйăхлăх пырать. Йывăç кунĕ ячĕпе иртекен мероприятисем халăха йывăçсем, илемлĕ тĕмĕсем лартмашкăн, тавралăха сыхлама ытларах хутшăнтарма, вăрман фондне сыхласа хăварма тивĕç.

Районта 6977 йывăçпа 9525 илемлĕ тĕмĕ лартнă. Ялсенче йывăçсемпе тĕмĕсене касса илемлетнĕ, архитектура тĕлĕшĕнчен 11 пĕчĕк кÿлепе тунă. Уйăхлăх пуçланнăранпа 159 кубла метр çÿп-çапа пухса илсе тухнă. Тавралăха тирпей-илем кÿрес, симĕслетес ĕçе 9670 ытла çын хутшăннă.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
05 октября 2007
00:00
Поделиться
;