Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Пушартан сыхланассипе тактика вĕренĕвĕ

Районти тĕп больницăра сывлăх сыхлавĕнче ĕçлекенсен гражданла хÿтлĕх енĕпе ятарлă тактика вĕренĕвĕ иртнĕ. Унăн теми – сиплевпе профилактика учрежденийĕнче пушар сиксе тухас пулсан ертÿçĕ-сотрудниксем вут-çулăма чарас тĕлĕшпе мĕнлерех ĕçлени.

Вĕренÿ вăхăтĕнче инфекци уйрăмĕнчи медицина персоналĕ чирлисене илсе тухассипе тата ирĕклĕ пушар дружинипе пĕрле вут-çулăма сÿнтерессипе практикăлла хăнăхтарусем туса кăтартнă. Ку мероприятисене районти пушар чаçĕн пушарнăйĕсем те хутшăннă. Вĕренÿре çавăн пекех гражданла хÿтлĕх отрячĕсем, çыхăнуçăсен звени, обществăлла йĕркелĕхе сыхлакансен ушкăнĕ, пушар чаçĕн расчечĕсем пулнă. Вĕренÿ занятийĕсене Хĕрлĕ Чутай, Вăрнар районĕсенчи больницăсен тĕп врачĕсем, кÿршĕ районсенчи администрацисен гражданла хÿтлĕхпе чрезвычайлă лару-тăру пайĕсен начальникĕсем хутшăннă.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
10 ноября 2007
00:00
Поделиться
;