Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Хушма хуçалăхсем çирĕпленеççĕ

“Агропромышленность комплексĕн аталанăвĕ” наци проектне пурнăçласа, районта харпăр хăй хушма хуçалăхне кредит укçипе усă курса аталантарасси вăй илсех пырать.

Ехремкасси ял тăрăхĕнче пурăнакансем патшалăх çăмăллатнă йĕркепе уйăракан кивçен укçапа туллин усă кураççĕ. Раççейри Ял хуçалăх банкĕ тата Перекет банкĕ урлă 80 хуçалăх кредит илнĕ. Кивçен укçапа выльăх-чĕрлĕх витисем тунă тата юсанă, выльăх-чĕрлĕхпе кайăк-кĕшĕк, харпăр хăйне валли пĕчĕк техника туяннă.

Ял тăрăхĕнче техника илекенсем те йышлă. Акă, Татмăш ялĕнчи Алексей Сапожников, Анатолий Андреев, Николай Никифоров, Сергей Ананьев кашниех хăйне валли техника туяннă.

Ехремкасси ял тăрăхĕнче кашни кун тенĕ пек 2-3 çын кредит илме документсем хатĕрлессипе ĕçлет.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
01 декабря 2007
00:00
Поделиться
;