Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Вăрçă ветеранне – «Ока» автомобиль

Пирĕн республикăра ветерансене çăмăл автомашина парнелесси ырă йăла пулса тăчĕ. Çак кунсенче Чăваш Ен Президенчĕ Николай Федоров Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине хутшăннă инвалидсене “Ока” автомобиль уççийĕсене панă. Вĕсем хушшинче Аслă вăрçă ветеранĕ, пирĕн районта пурăнакан Василий Никифоров та пулнă. Василий Никифоровича çар хĕсметне 1942 çулхи çурла уйăхĕнче илнĕ. 1943 çулхи пуш уйăхĕнче снаряд ванчăкĕ лекнипе аманать. Çав çулхи чÿк уйăхĕнче каллех çар ретне тăрать, стрелоксен 376-мĕш дивизийĕнче çапăçать. Вăрçă хыççăн мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех “Звезда” колхозра бригадирта вăй хурать.

Çакна палăртмалла: пирĕн районта юлашки çичĕ çулта Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин 19 ветеранне “Ока” автомобиль парнеленĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
18 декабря 2007
00:00
Поделиться
;