Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Шкулсен пурлăхĕ хушăнсах пырать

Вĕрентÿ ĕçне модернизацилемелли комплекслă программăпа килĕшÿллĕн районти шкулсем пурлăхпа техника никĕсне çирĕплетсех пыраççĕ. Хальхи вăхăтра районта 12 мультимеди проекторĕ шутланать, вĕсемпе пуринпе те вĕрентÿре туллин усă кураççĕ. Иртнĕ çул чылай шкулсем компьютер техникине, вĕренÿпе кăтарту пособийĕсене 320 пин тенкĕлĕх туяннă.

Пĕлтĕрхи виççĕмĕш кварталта 3 база шкулĕнче 1 миллион та 515 пин тенкĕлĕх юсав ĕçĕсем пурнăçланă. Çав шутран Мăн Вылă çурчĕ Тăррине юсанă, Тавăт шкулĕнче шалти юсав ĕçĕсене туса ирттернĕ. Республикăран уйăрса панă УКçа-тенкĕпе Элĕкри ресурс центрĕн тăррине юсама май килчĕ. Ку ĕçсене шкула 1985 çулта хута янăранпах пурнăçламанччĕ-ха.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
19 января 2008
00:00
Поделиться
;