Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Кашни кун хаваслă

Уроксем хыççăн тăтăшах тĕрлĕ мероприятисем иртеççĕ Вутлан шкулĕнче. Нарăс уйăхĕн малтанхи кунĕсенче агитбригадăсен çут çанталăка упрассипе çыхăннă конкурсĕ иртрĕ. Пуçламăш классенче вĕренекенсем вăрман, чĕр чун, кайăк-кĕшĕк çинчен сăвăсем каларĕç. 5–9-мĕш классем агитбригадăсем хатĕрленĕ. Вĕсем хушшинче 6-мĕш классем пĕрремĕш вырăн йышăнчĕç, 7-мĕш класра вĕренекенсем – иккĕмĕш, 5, 9-мĕш классем – виççĕмĕш вырăнта.

Кун хыççăнах шкулти «спорт министерстви» тата физкультура учителĕ К.Громов пăшалтан перессипе ăмăрту йĕркелерĕç. Унта 7 команда хутшăнчĕ. Арçын ачасем хушшинче 6-мĕш класра вĕренекен Геннадий Леонтьев палăрчĕ, хĕр ачасенчен – 9-мĕш класри Олеся Афанасьева. Командăсем хушшинче 9-мĕш класра вĕренекенсем çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕç, 6-мĕш классем – иккĕмĕш вырăнта. Çĕнтерÿçĕсене Хисеп хучĕсемпе чысларĕç.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
20 февраля 2008
00:00
Поделиться
;