Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Кубок - Ефремкассинче

Иртнĕ шăмат кун районти çамрăксен командисем волейбол турнирĕнче пĕр-пĕринпе тĕл пулчĕç. Пурĕ тăхăр ушкăн çамрăксен кубокне çĕнсе илессипе кĕрешрĕç. Ехремкасси ял тăрăхĕнчен икĕ команда хутшăнчĕ. “Правда” команда пĕрремĕш вырăна çĕнсе илчĕ, “Авангард” – виççĕмĕш вырăнта. Асăннă кубок пĕлтĕр яланлăхах элĕксенче юлнăччĕ. Çĕнĕ кубок кăçал вара ехремкассисене тивĕçрĕ. Вăйăри хăш-пĕр йĕркесене улăштарса вăтăр пиллĕк çултан иртнисен командине йĕркелерĕмĕр. Турнирта вĕсем иккĕмĕш вырăна тухрĕç.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
20 февраля 2008
00:00
Поделиться
;