Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Шашистсем - турнирта

Шкул ачисем хушшинчи шашкăлла вылякансен турнирне районти вун тăватă шкултан 18 команда хутшăнчĕ. Хĕрÿ те çивĕч кĕрешÿ хыççăн Ураскилтри вăтам шкул командин ачисем чи тавçăруллисем пулни палăрчĕ. Тавăтсемпе мăнвылăсем иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче пулчĕç.

Арçын ачасен йышĕнче Ураскилтри Артем Ксенофонтова çĕнекен тупăнмарĕ, иккĕмĕш вырăна Андрей Ксенофонтов (Ураскилт) тивĕçрĕ пулсан, виççĕмĕшĕнче Мăн Вылăри Сергей Никандров пулчĕ.

Хĕр ачасен ушкăнĕнче Тавăт шкулĕнчи Галина Егорова палăрчĕ, Элĕкри Светлана Ландышева, Ураскилтри Анна Ксенофонтова та малтисен йышĕнче.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
20 февраля 2008
00:00
Поделиться
;