Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Тивĕçлипе хакланă

Кăçалхи нарăсăн 5–7-мĕшĕсенче Чăваш Республикин Президенчĕн Администрацийĕнче районсемпе хуласен хăйтытăмлăх органĕсем мобилизаци ĕçне мĕнле йĕркеленине пĕтĕмлетес ыйтупа семинар пулнă. Муниципалитет органĕсем мобилизаци ĕçне йĕркелессипе ирттернĕ республикăри конкурсра Элĕк районĕ виççĕмĕш вырăн йышăннă. Çавăншăн района Чăваш Республикин Президенчĕн куçса çÿрекен кубокĕпе тата ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн тав çырăвĕпе чысланă. Паллах, мобилизаци ĕçне йĕркелесси – гражданла хÿтлĕхпе чрезвычайлă лару-тăру службисен тĕп тивĕçĕ. Президентпа Правительствăн çакăн пек чыславĕ – пирĕн районти гражданла хÿтĕлев пайĕ лайăх ĕçленине тивĕçлипе хаклани.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
20 февраля 2008
00:00
Поделиться
;