Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ĕçе ачаран хăнăхнă

Пурнăç сисĕнмесĕр тенĕ пек малалла шăвать. Тени ял тăрăхне кĕрекен Кайри Хирлеп ялĕнчи Геннадий Митрофанов çак кунсенче çитмĕл çул тултарчĕ. Юбилее епле-ха паллă тумăн: Çуралнă кунпа вара кам кăна саламламарĕ-ши. Пурте ырлăх-сывлăх сунчĕç, парне пачĕç.

Геннадий Митрофанович нумай ачаллă çемьере çуралса ÿснĕ. Ашшĕ, вăрçăран суранланса таврăннăскер, вăйпитти вăхăтра пурнăçран уйрăлса кайнă. Çавна май пĕтĕм йывăрлăх амăшĕн хулпуççи çине тиеннĕ. Вăл ачисене ĕçе хăнăхтарнă. Г.Митрофанов колхозра выльăхсене пăхнă, плугарьте ĕçленĕ, Етĕрнере механизатора вĕреннĕ. Çавăнпах ĕнтĕ пурнăçа техникăпа çыхăнтарнă. Çуркунне тырă акнă пулсан, кĕркунне уй-хирти пурлăха пуçтарса илнĕ çĕре хутшăннă.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
22 февраля 2008
00:00
Поделиться
;