Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Экологи пĕлĕвне анлăлатрĕç

Шкул ачисене çут çанталăка упрама, тăван тавралăха юратма вĕрентес тĕллевпе пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан учрежденисенчи экологи агитбригадисен республика шайĕнчи конкурсĕн районти тапхăрĕ иртрĕ. Кашнин “Акă мĕн эпир каласшăн – çут çанталăка сыхласшăн!” темăпа сценарин электронлă вариантне тăратмалла пулчĕ. Пĕрремĕш турта эксперт ушкăнĕ 20 сценари пăхса тухса 10-ĕшне суйласа илсе иккĕмĕш турта хутшăнма ирĕк пачĕ. Февралĕн 19-мĕшĕнче чи лайăххисен шутĕнчи агитбригадăсем сценарисене хÿтĕлерĕç. Элĕк шкулĕн ушкăнĕ çĕнтерÿçĕ ятне çĕнсе илчĕ. Иккĕмĕш вырăнта – Юнтапа шкулĕ (Вырăс Сурăм салинчи), виççĕмĕшĕнче – Мăн Ямаш шкулĕн агитбригади. Çĕнтерÿçĕ-ушкăн республикăра куçăмлă мар майпа иртекен конкурсăн иккĕмĕш тапхăрне хутшăнĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
22 февраля 2008
00:00
Поделиться
;