Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Харăсах икĕ юбилей

Элĕк районĕнчи Вырăс Сурăм салинче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă 87 çулти Александр Алексеевич Моляков пурнăнать. Кăрлачăн 25-мĕшĕнче ун пурнăçĕнче икĕ самант пулчĕ. Пĕрремĕшĕ – ун патне Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров салам çырăвне янă, иккĕмĕшĕ – бриллиант туй.

А.А.Моляков Сталинград хулишĕн пынă хаяр çапăçусене çутшăннă, хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн «Сталинграда хÿтĕленĕшĕн» медальпе наградăланă. Пирĕн çарсем 65 çул каярах, 1943 çулхи нарăс уйăхĕн 2-мĕшĕнче, Сталинград хули патĕнче нимĕç çарĕсене çапса аркатса пысăк çĕнтерÿ тунă. Ку пирĕн çĕршывшăн кăна мар, тĕнче шайĕнче те пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнă. Фашистла Германии çарĕ пысăк çухату тÿссе каялла чакма пуçланă, çавна пула вăрçăра татăклă улшăну пулнă, çĕнтерÿ кунĕ çывхарас шанчăк çирĕпленнĕ. Çак паллă куна аса илсе саламланă та ĕнтĕ ватă салтака Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров.

А.А.Моляков вăрçăн малтанхи кунĕсенчен  пуçласа Çĕнтерÿ кунĕчченех алăран пăшал яман. Аслă сержант аэродромсенче моторист, механик пулса 12-мĕш, 13-мĕш 897-мĕш авиаполксенче самолетсене вĕçеве хатĕрленĕ. Вăрçăра малтан асăннă медальсĕр пуçне, ăна II степень Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи, Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕсемпе, «Çапăçусенче палăрнăшăн» (икĕ хут), «Будапешта илнĕшĕн», «Белграда ирĕке кăларнăшăн» медальсемпе наградăланă.

1940 çулта Етĕрне хулинче ял хуçалăх техникумне вĕренсе пĕтерсен Элĕк райĕçтăвкомĕн çĕр йĕркелÿ пайĕнче агроном пулнă. 1946 çулта çартан таврăнсан çара каяс умĕн çĕленĕ вырăнта тата районти МТСра агроном пулнă. 1953-1980 çулсенче хăй çуралнă салара, Калинин ячĕллĕ колхозра, агрономра вăй хунă. Çав çулсенче ăна «Хисеп Палли» орденпа тата «Ĕçре палăрнăшăн» медальпе наградăланă, «Чăваш Республикин ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ агрономĕ» хисеплĕ ят панă.

Мăшăрланнăранпа 60 çул çитнĕ ятпа Александр Александровичпа Клавдия Васильевнăна чысласа кăрлачăн 25-мĕшĕнче пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкулта юбилей каçĕ пулчĕ. Таврари хисеплĕ çынсене саламлама район администрацийĕн социаллă хÿтлĕх пайĕн пуçлăхĕ Г.Григорьева, ЗАГС уйрăмĕн ертÿçи М.Николаева, районти вăрçă тата ĕç ветеранĕсен организацийĕн ертÿçи А.Ананьев хутшăнчĕç. Кунтах район пуçлăхĕн А.Платоновăн юбилярсене саламласа çырнă çырăвне вуларĕç, асăнмалăх парне пачĕç. Çавнашкалах Юнтапа ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Анаьев, вырăнти вăрçă тата ĕç ветеранĕсен организацийĕн ертÿçи Г.Николаева тата шкул коллективĕ Юбилярсене саламласа ăшă сăмахсем каларĕç, çирĕп сывлăхпа телей кун-çул сунчĕç.

 



"Хыпар"
22 февраля 2008
00:00
Поделиться
;