Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Маттур эсĕ, Наталья

Иртнĕ кунсенче ЧР Вĕрентÿ министерстви çумĕнчи хушма пĕлÿ паракан “Юнитекс” центр базинче республикăри пиллĕккĕмĕш наукăпа практика конференцийĕ “Шырав” ятпа иртнĕ. Унта Ехремкассинчи тулли мар вăтам шкулта вĕренекенсем хутшăннă. Татьяна Германовна Петухова ертсе пыракан “Çи-пуç дизайнĕ тата прикладной искусствă” кружока çÿрекенсем хăйсен ĕçĕсене курава тăратнă.

“Декоративлă прикладной искусствă” номинацире тăххăрмĕш класра вĕренекен Наталья Михайлова иккĕмĕш вырăн йышăннă. Вăл конкурса “Биссертан хатĕрленĕ тухьяпа алла тăхăнса çÿремелли илемлĕ шăрçасен” проектне тăратнă. Çакна та палăртмалла, ку енĕпе шкул ачи пĕрре мар çĕнтерĕве тивĕçнĕ.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
22 февраля 2008
00:00
Поделиться
;