Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Шоу-вăйă тыткăнларĕ

Авалхи чăвашсен культури, вĕсен ĕç хатĕрĕ, тум тирĕ, апат-çимĕçĕ, йăли-йĕркийĕ тĕп вырăнта пулчĕç нумаях пулмасть Мăн Вылăри культурăпа спорт центрĕнче иртнĕ “Тĕлĕнтермĕш уй” шоу-вăйăра. Ăна культурăпа спорт центрĕн директорĕ Елена Васильева йĕркелесе пычĕ. Наци тĕрри-эрешĕсемпе илемлетнĕ сцена çинчи параппан умне çак ялти вăтам шкулăн вĕрентекенĕсем, ял тăрăхĕнче, библиотекăра ĕçлекенсем виçшерĕн виçĕ тапхăрпа тухрĕç. Тăваттăмĕш тапхăрта вара виçĕ тапхăр çĕнтерÿçисем пулчĕç. Ыйтусем çине пĕрер саспаллин хурав парса авалхи культурăна тĕпчерĕç вăййа хутшăнакансем.

Вăйăçсем вара хăйсене Мускавра Л.Якубович патĕнчи пекех туйрĕç. Шоу çĕнтерÿçи – пуçламăш классене вĕрентекен Л.Н.Викторова – супер приза (утюг) выляса илме пултарчĕ. Кашниех ял тăрăхĕн пуçлăхĕн, Н.А.Лаврентьевăн, парнисене тивĕçрĕç.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
22 февраля 2008
00:00
Поделиться
;