Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Кĕмĕл туйра - хăна-вĕрле

Николай Николаевичпа Елизавета Александровна Гавриловсем Шĕмшеш салинче пурăнаççĕ. Çирĕм пиллĕк çул ĕнтĕ вĕсем пĕр-пĕрне килĕштерсе пурнăç çулĕпе утаççĕ. Ывăлпа хĕре кун çути парнелесе пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларнă, иккĕшне те аслă пĕлÿ илме пулăшнă.

Гавриловсен Юлиана мăнукĕ ÿсет. Февралĕн 23-мĕшĕнче вĕсем пĕр çемьене чăмăртаннă куна уявлама хăна-вĕрле пухрĕç. Юлташĕсем, тăванĕ-хурăнташĕсем кĕмĕл туй вăхăтне кĕтсе илнĕ мăшăрсене ăшă сăмахсемпе саламларĕç. Гавриловсем халĕ те ĕç биографине малалла тăсаççĕ. Елизавета Александровна Элĕкри перекет банкĕнче кассир-операционистра, Николай Николаевич райпора водительте тăрăшаççĕ.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
01 марта 2008
00:00
Поделиться
;